Тĕрлĕ регионти ташăçсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн тупăшрĕç

Ташă спорчĕн тата акробатлă рок-н-ролл федерацийĕнчи ăстасен ăмăрту тапхăрĕ пуçланчĕ. Шупашкара „Танцевальная фиеста“ ятпа Республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн чемпионат тата первенство иртрĕ. Мала тухассишĕн 8 регионти 600 мăшăр тупăшрĕ.
   
Надежда Александрова, Вячеслав Ильин, Игорь Ульянов  

Ку ăмăртусем – чăн-чăн концерт. Пурте пĕлекен кĕвĕсемпе пукане пек мăшăрсем хусканусем туни тÿрех кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Тÿресем те чăтса тăраймаççĕ, урисем хăйсемех ташша яраççĕ.

Ӳсĕмне тата ăсталăх шайне кура тупăшăва хутшăнакансене темиçе ушăна пайларĕç. Пурĕ медальсен 60 пуххине выляттарчĕç. Республика Пуçлăхĕн кубокĕсене пуçласа 4 категорире пачĕç. Чи малтанах тĕп парнене камсем тивĕçессине çамрăксем хушшинче палăртрĕç. Çакăншăн 14  мăшăр икĕ енлĕ тупăшрĕ. Вĕсен ăсталăхне сумлă жюри хакларĕ. Председателĕ – Пĕтĕм Раççейри ташă спорчĕн федерацийĕн тÿресен комитечĕн яваплă секретарĕ Ирина Лисенкова. Çамрăксен ушкăнĕнче çĕнтерӳçĕсем Шупашкарти «Грация» клуба çӳрекен Михаил Николаевпа Полина Норкина пулчĕç. Çакă спортсменсене вăй пачĕ. Ольга Лапушкина тата Сергей Фомин патĕнче вĕренекенсем ăмăртура тата икĕ «ылтăн» çĕнсе илчĕç.

«Юниоры 1“ ушкăнра кубок хуçисем мускавсем пулчĕç. Ăна Борис Китайгородский тата Александра Дьяченко тивĕçрĕç. «Ачасем 1» категорире икĕ енлĕн тупăшса Саранскри «Глория» клуба çӳрекенсене çитекен пулмарĕ. «Ачасем  2» номинацире вара Шупашкарти «Грация» клубри Глеб Платоновпа Александра Балясная мала тухрĕç. Турнира йĕркелекенсем ăмăрту çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç, искусствăпа спорта пĕрлештерекен тупăшу малашне те пулассине шантарчĕç.