Шупашкарта пурăнакансене обществăлла транспорт мĕнле çÿрени хумхантарать

Хальхи вăхăтра Соляное тата Садовый микрорайонсенче пурăнакансем уйрăмах нушаланаççĕ. Автобуспа кирлĕ çĕре çитесси çынсемшĕн кашни кун лотерея вылявĕ пекех.

Леонид Петров, Мария Никифорова, Вадим Владимиров

Соляное чарăнура халăх кашни ир хĕвĕшет. Пассажирсен маршруткăсене вăйпа кĕме тивет. Çынсем ларса мар, пусма картлашки çинче те тăрса кайма хатĕр. Каçсерен те çакнашкалах ÿкерчĕк. Пассажирсене турттаракан республикăри тĕп пĕрлешÿ - «Чувашавтотранс»  3 уйăх каялла ĕçлеме пăрахнă хыççăн,  чăн та, Соляное микрорайона каякан маршруткăсен шутне ÿстернĕ. Унчченхи  24–мĕш маршрутпа халĕ вăхăтлăх усламçăсем ĕçлеççĕ. Вĕсемшĕн ку çул тупăшлă мар. Ирпе каç кăна халăх йышлă чухне укçа ĕçлесе илеймĕн, теççĕ вĕсем. Хула администрацийĕ транспорт тытăмне  раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнусем кĕртме палăртнă.  Контракт тăрăх малашне 24-мĕш маршрутпа пысăкрах автобуссем çÿрĕç. Унпа пĕрлех Соляное микрорайона 41-мĕш маршрутка кĕрсе тухĕ. Çакă хулан тĕп пайне тата Çĕнĕ Кăнтăр микрорайонне çăмăлрах çитме май парĕ. Хальхи вăхăтра чиновниксем çынсене турттаракансене шыраççĕ.

Хăш-пĕр муниципалитетсем  пысăкрах автобуссем туяннă та ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкар станцийĕнчен куллен ларса çÿрекенсем «Чăвашавтотранс» предприятин автобусĕсем çÿреме пăрахнине туйса та илмен.  Çапах та çынсене хуласемпе районсем хушшинче  тата Шупашкарта кăна турттарасси пачах тĕрлĕ япала.

Пĕрисем тупăш шутланă вăхăтра вара пассажирсем нуша кураççĕ. Юрать-ха Соляное микрорайонти лару-тăрăва шкул автобусĕсем кăштах çăмăллатаççĕ. Вĕсем кунне икĕ хут расписанипе çÿреççĕ. Усламçăсем çавăн пекех графике çирĕп пăхăнса ĕçлесси вара иккĕлентерет.