Икĕ уйăха пынă акци спорт уявĕпе вĕçленчĕ

Шупашкарта «Сывлăх хумĕ çинче» ятпа ирттерекен уявсен ярăмĕн финалĕ пулчĕ. Тĕп хулари тупăшу пирки тата кам çĕнтерни çинчен Александр Осипов сюжетĕнче.

Александр Осипов, Михаил Солин, Владимир Синдеев

Пурнăç улшăнса пыни туйăмсне те урăхлатрĕ. Харпăрлăх вăхăчĕ çынсен пĕр танлăхпа йышлăхне тăм тивнĕ пекех пырса тиврĕ. Çавах та, тав Турра, «пĕрле пуррăннине мĕн çитет?» текен авалхи сăмах пĕлтерĕшне манман-ха эпир, чăвашсем кăна мар, ытти халăх та. «Чувашия» телерадиокомпанипе республикăмăрти медицина ĕçченĕсем халăхпа куçа куçăн тĕл пулас тĕллевпе пысăк уяв йĕркелерĕç. Елчĕк, Çĕрпӳ, Етĕрне, Канашпа Улатăр стадионĕсенче иртрĕç вĕсем. Тупăшăва хутшăнакансем тухтăрсемпе медицина сестрисем пулчĕç. Паллах, çĕнтерес шухăшпа мар «сывлăхран хакли нимĕн те çук» пĕлтерĕш пирки тепĕр хут асăрхаттарассишĕн.

Пирĕнпе пĕрле районсене çӳреме эстрада артисчĕсем кăмăлпах килĕшрĕç. Тĕп хулара Стас Владимировпа Алексей Московский хăйсен хускануллă çеммисемпе зарядка тунă çĕре хутшăнчĕç. Ку таран анлă ĕç районсен администрацийĕсемсĕр ăнăçлă иртме пултараймасть. Çавăнпа та уява йĕркелекенсем пулăшакансене пурне те чунтан тав сăмахĕ каларĕç.

Эпир хамăр та медицина ĕçченĕсене кура тупăшăва хутшăнас терĕмĕр. Çавăнпа Радиопа телевидени хумĕсене паракан центр инженерĕсемпе пĕрле корреспондентсен командине йĕркелерĕмĕр. Çĕнтерессишĕн мар, паллах, халăхпа пĕрле пулассишĕн тата ăмăртусем питĕ кăсăклă пулнишĕн.

Çумăр чăрмантарнине пула Шупашкарти тупăшу спорт залĕнче иртрĕ. Хутшăнакансемшĕн вăл кăсăклăрах та пулчĕ пулас. Мĕншĕн тесен кунта хăйне евĕрлĕ, халиччен курман хăнăхтарусем пулчĕç. Çĕнтерӳçĕ ята канашсем тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна улатăрсем тухрĕç. Елчĕксем - виççĕмĕш. Тĕрĕссипе ĕнтĕ туслăх, пĕрлĕх, йышлăх çĕнтерчĕ
темелле.