Атăл шывне 30 ытла анализ туса тĕпчеççĕ

Атăла чылай тасамарлăх лекет. Çавăнпа юханшыва регионсем хушшинчи «Çĕкленӳ вăйĕ» экспедицине хутшăнакансем асăрхаса тăраççĕ. Кăçалхипе 3-мĕш хут иртекен акци Чулхула облаçне, Мордва тата Чăваш республикисене пĕрлештерчĕ.

Ирина Николаева, Лидия Галактионова, Виктор Степанов

Гидрометцентрăн çĕнĕ карапĕ çине куçса çӳрекен лаборатори вырнаçтарнă, çавăнпа Атăла тĕпчекен химиксем çийĕнчех малтанхи пĕтĕмлетӳсем тума пултарни пĕлтерĕшлĕ. Кун йышши тĕрĕслеве специалистсем кашни уйăхра ирттереççĕ.

Атăл тасамарлăхне тĕрĕс палăртма шыва çиелтен те, тĕпĕнчен те илмелле. Малтан палуба çинчех шыв температурине тата pH кăтартăвне, килород мĕн чухлĕ пулнине виçеççĕ. Хальхи пĕрремĕш кăтартусем нормăпа шайлашуллă пулнине палартаççĕ химиксем. Унтан савăтсене лабораторире тишкереççĕ. Шывра мĕнле хутăшсем пулнине тата унăн пахалăхне пĕлме чылай ĕçлемелле. Пĕтĕмпе 33 анализ тумалла. Çавăн хыççăн çеç шыв мĕн таран таса мар пулнине татăклăн калама пулать. Специалистсемпе пĕрле Чулхулари архитектурăпа строительство университечĕн студенчĕсене те тĕрĕслеве явăçтарнă. Вĕсем тĕпчев мĕнле пынине сăнаса вĕренсе пыраççĕ. Экспертсем Атăла «сыватас» ĕçе пурин те хутшанмаллине палăратççĕ.

Анлă юханшыва упрас тĕллевпе 2025-мĕш çулччен Правительство ятарлă программа хатĕрленĕ. Ăна пурнăçлама 245 миллиард тенкĕ пăхса хунă. Тĕрĕслеве вĕçлесен тасатмалли тата канализаци хатĕрĕсене çĕнетме шутлаççĕ. Ку тĕллевпе пирĕн республикăна та чылай укçа уйăрмалла.