Республикăра 2012 çулта ĕçлеме пуçланă «Земство тухтăрĕ» программа аван пурнăçланать

Çак тапхăрта вăл пулăшнипе Хĕрлĕ Чутай тăрăхне 25 çамрăк специалист килнĕ. Кăçал район тĕп больницине 2 тухтăр ĕçе вырнаçнă. Вĕсемпе Алиса Александрова çывăхрах паллаштарать.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров

Дарья Бакина пĕрле вĕреннисенчен «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнма кăмăл тунă пĕртен-пĕр специалист. Хăй Çĕмĕрлере çуралса ÿснĕ пулин те, кÿршĕ районти тĕп больницăна вырнаçнă. Диплом илнĕ-илмен ĕçе пикеннĕ. Пациентсене йышăннисĕр пуçне 13 яла килĕрен çитсе çаврăнмалла терапевтăн.

Çамрăк специалист хăйне больницăра аван йышăннине палăртать. Ыйтусем сиксе тухсан ĕçтешĕсем хаваспах ăнлантараççĕ. 28 çул фельдшерта ĕçленĕ амăшĕ те яланах ырă канашпа пулăшма хатĕр. Программăпа килĕшÿллĕн уйăрнă 1 миллион тенкĕшĕн çамрăк специалистăн 5 çул ĕçлесе татмалла. Дарья Бакина çак вăхăт иртсен те кунтах юлас кăмăллă. Çапах та тепĕр пысăк ĕмĕтне пурнăçласшăн малтан: ординатурăра пĕлĕвне ÿстересшĕн.
Илья Казаков шăл тухтăрĕ эрне каялла килнĕ коллектива. Вăл та вăхăт иртсен кунтах ĕçлеме юласса шанаççĕ. Çамрăк специалистсене больницăна çÿрекенсем те хисеплеççĕ.

Патшалăх программи районти кадрсен ыйтăвне татса пама май панă. Тĕллевлĕн вĕренме кайна тепĕр 2 тухтăр килмелле çитес çул. Çапах та чутайсене фельдшерсем çитменни шухăшлаттарать. Районта 22 фельдшерпа акушер пункчĕ. Вĕсенчен кашни 2-мĕшне юсаса çĕнетнĕ. Апла пулин те çамрăксем яла кайма васкамаççĕ. Лару-тăрăва кăçал ĕçлеме пуçланă «Земство фельдшерĕ» программа улăштарасса шанаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк специалистсене хавхалантарма 500 пин тенкĕ тÿлеççĕ.