Патриархăн тăван ялĕнче парк уçăлчĕ

Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитрĕ. Патриархăн юбилейне халалласа ентешсем пурăнакан регионсенче çулталăкĕпех тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Çак кунсенче Тутарстанри Кăнна Кушкине хăнасем пуçтарăнчĕç.

Алексей Енейкин, Владимир Смирнов

Иван Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялĕнче уяв хыççăн уяв йĕркелеççĕ. Сăлтавĕ те тупăнсах тăрать. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн çавра çулĕсĕр пуçне çак ялтан тухнă Иоаким Максимов-Кошкинский кинорежиссер çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Çавăн пекех Кăнна Кушкинчех ӳснĕ Александр Алкапа Тихон Петĕркки çыравçăсен 105 тата 115 çул, Анна Казакова юрăç 115 çул тултарнине паллă тăваççĕ. Тутарстанри чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсем тĕрлĕ регионтан пухăннă ентешсене ял пуçĕнченех юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Уяв халăхне çанталăк та хĕвел ăшши парнелерĕ. Савăнăçлă кун Кăнна Кушкинче хăтлă кану паркĕ уçрĕç. Ăна Чăваш Ен хастар çыннисем пулăшнипе шкулпа Иван Яковлев музейĕ çумĕнче нимелле тунă. Пысăках мар кӳлĕ тавра илемлĕ тротуар сарнă. Айккипе Теччĕ районне кĕрекен 16 чăваш ялне халалласа пĕчĕк çуртсем вырнаçтарнă. Кашнин умĕнчех тарават халăх хăнасене кĕтсе пуян сĕтел витнĕ, кăвайт çине хуран çакса вĕри апат хатĕрленĕ.

Кунтах чăвашсен авалтан пынă ал ĕçĕсемпе, йăли-йĕркипе паллаштаракан куравсем ĕçлерĕç.

Уяв лапамĕнче йĕри-тавра иксĕлми чăвашлăх туйăмĕ тапса тăчĕ. Чылай ĕмĕр тутарсем хушшинче тĕпленсе пурăнакан ентешсем тăван чĕлхене манса пыракан çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Уявра уçнă çĕнĕ сцена çинче чаплă концерт кĕрлерĕ. Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем вара пухăннисене «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль сыпăкне кăтартрĕç. Хăна-вĕрле кану паркĕ Кăнна Кушкишĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Чăваш халăхне çĕклекен чылай ятлă-сумлă çынна çуратса ӳстернĕ çĕр çулсерен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çĕршер çынна пĕрлештерет. Çавăнпа та малашне кунта тата та нумай ĕç тума палăртнă. Музей комплексне пуянлатса Яковлев палăкĕ хыçне ку тăрăхри чăваш ялĕсен  историйĕпе паллаштаракан пысăк баннерсем тата чулсем вырнаçтармалла.

2-3 çулта пĕрре ял кунне уявлама пуçланă кăннакушкисемшĕн çак савăнăçлă ĕç-пуç çĕнĕ вăй-хал кӳрекен хăватлă пулăм пулса тăрĕ. Пĕрле чухне тĕрлĕ ыйтăва татса çĕнĕ тĕллевсем лартма та, вĕсене пурнăçа кĕртме те самай çăмăлрах.

Уявăн сумлă хăнисем ялти çĕнĕ кану паркĕнче асра юлмалăх çăка йывăçĕсем лартрĕç. Малашне кунта туслăх аллейи вăй илĕ.