Ырă ĕçпе тĕслĕх кăтартаççĕ

Раççейри волонтер-медиксем «Ырăлăх урокĕсем – шкулта“ акци пуçарнă. Вăл Чăваш Енре те иртет. Пулас тухтăрсем вĕренекенсене волонтер отрядне мĕнле йĕркелемеллине, сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ.
 
Надежда Александрова, Валентина Алексеева, Вадим Владимиров, Семен Антонов  
 
Тĕп хулари 31-мĕш шкулта волонтер-медиксем пĕрремĕш хут мар. Вĕсем тĕрлĕ чиртен мĕнле сыхланмалли пирки лекцисем вулаççĕ, сывлăха упрамалли майсене ăнлантараççĕ. Шкул ачисемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл пулнине палăртаççĕ ырă ĕç тăвакансем. Мĕншĕн тесен волонтерсем хăйсем те çамрăк. Вĕренекенсем кун пек акцисене хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсене «ырăлăх урокĕсем» пулас профессине суйлама та пулăшаççĕ.

Волонтерсем каласа кăтартнипе çеç çырлахмаççĕ, хăйсем чăн малтан ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Пушă вăхăтра больницăра ĕçлекенсене пулăшаççĕ. Студентсем сиплев учрежденисен пурнăçне хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаççĕ, никама та хистемеççĕ. Хальхинче волонтерсем  васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче пулчĕç. Неврологи уйрăмĕнче ĕçлекен алăсем нихăçан та ытлашши мар. Тухтăрсене пулăшнă май студентсем пĕлĕвне ÿстереççĕ.

Волонтер-медиксен юхăмĕ Чăваш Енре 2 çул каялла кăна йĕркеленнĕ пулин те, çак вăхăтра ун ретне 400 çамрăк тăнă.