Канашра „Сывлăх хумĕ çинче“ акцин тапхăрĕ иртрĕ

Иртнĕ шăматкун „Сывлăх хумĕ“ Канаш тăрăхне çитрĕ. Пирĕн телерадиокомпани Сывлăх сыхлавĕн тата Информаци аталанăвĕн министерствисемпе пĕрле пуçарнă акци малалла пырать. 

Вероника Павлова, Михаил Солин, Владимир Синдеев

Пĕр кунлăха тухтăрсем шурă халат вырăнне футболкăпа кроссовки тăхăнчĕç. Кун пек хăйăр тултарнă пĕчĕк миххе инçе ывăтма та, тăршшĕне сикме те çăмăлрах. Тупăшусем пуçланиччен малтан шăм-шака çемçетмелле. Хусканусене республикăри фитнес-аэробика федерацийĕнчи спортсменсем тата вырăнти ташă ушкăнĕсем кăтартрĕç.

Спорт уявĕ «Локомотив» стадионра иртрĕ.  Мала тухассишĕн Канаш, Тăвай, Вăрмар, Куславкка, Вăрнар районĕсенчи тата Канаш хулинчи тухтăрсен ушкăнĕсем тупăшрĕç. Нумайăшĕ çемйипех килнĕ. Аслă ачисем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăмăртрĕç, кĕçĕннисем - тĕслĕх илчĕç.

Тухтăрсем кирек хăш самантра та пулăшма хатĕр пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсем 8 тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç – уйрăмшарăн та, ушкăнпа та. Ăмăрту вăхăтĕнче тавлашуллă самантсем те сиксе тухрĕç. Апла пулин те пĕчĕк кăлтăксем ăмăртакансен кăмăлне пĕрре те хуçмарĕç. Кашниех хăйĕн професси ăсталăхне тупăшура усă курчĕ. Сăмахран, мечĕкпе тĕл перессинче хирург палăрчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов та аякра юлмарĕ.

Куракансем те хаваслă ĕç-пуçа хутшăнчĕç: çанталăк пирки пĕлтерчĕç, тĕрлĕ ташă хусканăвĕ вĕренчĕç тата ытти те. Акцие çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, куракансемпе тата итлекенсемпе çывăхрах пулас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Пухăннисене теле тата радиокăларăмĕсене çĕнĕ майпа пăхма, итлеме пултарни пирки ăнлантарчĕç. Çĕнĕлĕх нумайăшне кăсăклантарчĕ.

Акци флеш-мобпа вĕçленчĕ – çынсем стадионра чĕре евĕр йĕркеленсе  тăчĕç. Хĕрÿ тупăшура Канаш хулин ушкăнĕ 1-мĕш пулчĕ. Вĕсем Куславкка тата Канаш район больницисен командисене хыçа хăварчĕç. Çĕнтерÿçĕсене юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта пулакан финалта кĕтеççĕ. Унччен вара пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çак шăматкун Улатăр тăрăхне çитсе килĕ.