Электросчетчиксене тинех линипе çыхăнтарнă

Эпир çулла хамăр эфирта республикăри хăшпĕр районта пурăнакансем электросчетчиксем вырнаçтаракан Пушкăртри пĕр компанирен шар курнă тесе пĕлтернĕччĕ. Ун чухне çынсем хатĕрсене çутă юписемпе сыпăнтарманни пирки пăшăрханса калаçнăччĕ. Унтанпа мĕн те пулин улшăннă-и?  Ку ыйтупа Леонид Петров корреспондент кăсăкланчĕ.
 
Леонид Петров, Вадим Владимиров

Çак сюжета эпир утă уйăхĕн вĕçĕнче кăтартнăччĕ. Муркаш районĕнчи Лапкассинче пурăнакан 85 çулти  Валентина Борисована яла килнĕ „Энерго Линии“ пĕрлешĕри специалистсем электросчетчике тула кăлармалли çинчен пĕлтернĕ. Кивелнĕ шутлав хатĕрне ахаль те улăштармалла пулнăран, кинеми нумай турткаланса тăман - килĕшнĕ. Кÿршĕлле пурăнакан Соколовсем те майпа усă курса юлас тенĕ. Анчах та счетчиксене лартса хăварнă хыççăн вĕсем  пĕр уйăх усăсăр çакăнса тăнă. Кун пирки телевиденипе пĕлтернĕ хыççăн, лару-тăру кĕçех улшăннă. Хатĕрсене çак уйăхра электролинипе сыпăнтарнă.

Тереçри Валентина Горковенкова та хăйне кăнтăр кунĕнчех улталанине ĕненмен. Вăл счетчике  улăштарнă ялти пĕрремĕш çын пулнă. Ку ĕç-пуç пирки телевиденипе каласа кăтартнă хыççăн, усламçăсен ĕçĕ чарăнса ларнă, иккен. Компани саккунлă ĕçленĕ пулин те, республикăра пурăнакансем  вĕсене ĕненме пăрахнă.  «Энерго Линии» пĕрлешÿ директорĕ Фидус Шаймарданов пĕлтернĕ тăрăх, йĕркипе счетчике электротытăмпа 11 кунра çыхăнтармалла. Пĕрлешÿ çакна энергипе тивĕçтерекен вырăнти предприяти тăвать тесе шаннă. Анчах та икĕ ен кун пирки нимĕнле документ та алă пусман. Çавăнпа та пĕрлешÿн вăхăт иртсен хатĕрсене çутă юпи çинчи пралуксемпе хăйсенех сыпăнтарма тивнĕ. Çак тивĕçе вăл малашне те пурнăçлама шантарать. Компани ертÿçи счетчик улăштарнăшăн мĕншĕн 8 пин тенкĕ илнине те ăнлантарчĕ. Кунта çак ĕç кăна мар, çурт патне пыракан пралуксене çĕнĕрен карни тата автомат тытăмне лартни те кĕрет.