Тĕп хулари Пир-авăрçăсен тата Иван Франко урамĕсем хушшинчи картишĕнче хăватлă техника сасси тăрать

Республика тата Шупашкар хыснисенчен уйăрнă, çавăн пекех ку тăрăхра пурăнакансем пуçтарнă укçапа çуртсен таврашне тирпейлеççĕ. Кивĕ саксем тата чуччусем вырăнĕнче мĕн пуласси пирки - пирĕн сюжетра.
 
Надежда Александрова, Евгения Зиновьева, Екатерина Янгалакова  

Ку пысăк картиш 6 нумай хутлă çурта пĕрлештерет.  Унта 40 çул улшăну пулман. Çавăнпа çынсем хăйсем пуçарулăх кăтартнă.   Строительсем ĕçлеме пуçласса çулталăк çурă кĕтме тивнĕ. Укçине кунта пурăнакансем хăйсем те пуçтарнă.

Пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илсе картишĕнче икĕ спорт лаптăкĕ, ача-пăча хулисем, икĕ экопарковка пулĕ. Подрядчике иртнĕ эрнере суйланă. Проект хатĕр те ĕнтĕ. Халĕ ĕç хĕрсех пырать. Кивĕ саксене, çÿп-çап пăрахмалли урнăсене тата чуччусене пĕтĕмпех улăштарĕç. Асфальт та çĕнĕрен сарĕç. Проектпа килĕшӳллĕн, бордюр чулĕсене тата çулăн 70 процентне çĕнетĕç. Калинин районĕнче çынсен пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа хальхи вăхăтра 2 лаптăка хăтлăлатаççĕ. Ĕçсем çавăн пекех Кăнтăр поселокĕнче пыраççĕ. Сапожников урамĕнче пурăнакансен сĕнĕвĕпе урамри çутă тытăмне улăштараççĕ.