Шупашкарти 3 çулти ачана пулăшу кирлĕ

«Чăваш Ен» Патшалăх телерадиокомпанийĕ Русфондпа пĕрле йĕркеленĕ ыркăмăллăх акцийĕ малалла пырать. Хальхинче Шупашкарта пурăнакан 3 çулти Тимофея пулăшмалла. Арçын ачана 7 уйăхрах шалкăм çапнă, вăл утаймасть. Ăна сипленме 328 пин те 538 тенкĕ кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ун чухлĕ укçа çук. Çапах та Тимофея пурин те пĕрле пулăшма май пур.

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова

Тимофей — ырă кăмăллă, хаваслă арçын ача. Вăл амăшĕпе уçă сывлăшра уçăлса çӳреме питĕ юратать. Уншăн чи пысăк савăнăç вара - чуччупа ярăнни. Тимофей сывă çуралнă, анчах та 7 уйăхра йывăр чирленĕ хыççăн, тухтăрсем нейроинфекци асăрханă, ăна менингитран сипленĕ. Операцие пĕчĕк ача йывăр тӳссе ирттернĕ, темиçе уйăх реанимацире выртнă. Унтан хăрушă диагноз пĕлтернĕ — парапарез. Паян Тимоша ларма та, тăма та пултараймасть, пуçĕпе аллисене кăна хускатаять. Килте е урамра вăл упаленет çеç. Арçын ачана ура çине тăратас тесе амăшĕ ăна ятарлă хатĕр тăхăнтартать.

Тимофей ытти ачаран нимпе те уйрăлса тăмасть. Пурин пекех теттесемпе выляма, мультфильмсем пăхма, юмахсем вулама, ӳкерме, кулма, хăйĕн чĕлхипе пуплеме юратать. Арçын ача аппăшĕпе питĕ туслă. Аня шкултан килессине чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕрле вĕсем  кунĕпе выляма хатĕр.

Халĕ Тимофей патне эрнере виçĕ хут специалистсем килсе каяççĕ. Çывăх тăванĕсем ăна ытти ачапа пĕр шайра туйма пулăшаççĕ, йывăрлăхсене пăхмасăр унăн çутă пуласлăхне шанаççĕ.

Тимофей валли куçса çӳремелли ятарлă хатĕр кирлĕ. Вăл кĕлеткене çирĕплетме, ура çине туллин пусма пулăшать. Унăн хакĕ - 328 пин те 538 тенкĕ. «Коммерсант» хаçат вулаканĕсем тата „Русфонд“ 160 пин пухма шантарнă. 150 пин паллă мар пĕр ырă çун уйăрма килĕшнĕ. Тата 18 пин тенкĕ çитмест.

 Арçын ачана пулăшас тесен 5542 номер çине ДЕТИ сăмах çырса ямалла. Унăн хакĕ — 75 тенкĕ. Айфон е андроид йышши телефонпа усă куракансем укçа ятарлă хушăм урлă куçарма пултараççĕ. Информаципе тĕплĕнрех «Русфонд» сайтĕнче паллашма пулать. Виçĕ çулти Тимофейăн шăпи сире те хумхантарчĕ пулсан, аякра ан юлăр.