Михаил Кондратьев искусствовед чăваш музыкин историйĕ пирки кĕнеке кăларнă

Чăвашсен паллă музыка тĕпчевçи Михаил Кондратьев çĕнĕ кĕнеке кăларнă. Ăна пахалама Чăваш наци библиотекине ăсчахсем кăна мар, тăван историпе кăсăкланакансем те йышлăн пухăнчĕç.

Александр Осипов, Екатерина Янгалакова

«Чăваш музыкин танлаштару тĕкĕрĕ» - „Чувашская музыка в зеркале параллелей“ ― тесе палăртнă çак анлă тĕпчеве. Тĕп шухăшне çапла ăнлантарма пулать: чăвашсен аслашшĕсем, пăлхарсем, Атăл тăрăхне урăх çĕртен килсе тĕрĕксен культурине тытса пынă халăх. Çак еткере халĕ тутарсем те упраса пырасшăн. Анчах та вĕсем мăсăльман тĕнне йышăннă пирки тата каярахпа чĕлхине кыпчак витĕмĕпе урăхлатнине пула çав еткере çухатнипе пĕрех. Çапла вара Атăлпа Урал тăрăхĕнче паян пăлхарсен культурине тăсса пыракан пĕртен пĕр халăх - чăваш. Çавăнпа та ытти нацисен историне чăваш юрри-кĕвви урлă тĕпчемешкĕн май тупăнать. Хĕрĕх çул ытла туса пырать çак кăткăс ĕçе Михаил Кондратьев, нумай кĕнеке кăларнă, çĕнĕ изданире пурнăç тăршшĕпе пухнă материалсемпе усă курнă.

Чăваш халăх юррисене кăмăллакансем, паллах, чуна çывăх çынсем авторшăн. Кондратьев хатĕрленĕ юрă кĕнекисемпе композиторсемпе тĕпчевçĕсем, тĕрлĕ фольклор ушкăнĕ усă кураççĕ, хайлавсем тăтăшах радиопа тата телевиденипе янраççĕ.

Молькеевăри крешĕн тутарĕсен вăйă юррисем Канашпа Тăвай тăрăхĕнчисенчен нимпех те уйрăлса тăмаççĕ. Ку пĕрпеклĕхе Кондратьев кӳршĕллĕ пурăннипе ăнлантарать. Кăнтăр удмуртсем кунтан 500-600 çухрăмра пулсан та юррисем пирĕн майлă. Финно-угор халăхĕн кун пек пĕрпеклĕх мĕнпе çыхăннă? 13-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче тутар-монголсем Атăл тăрăхĕнчи чаплă Пăлхар патшалăхне 13 уйăх пĕр вĕçĕмсĕр çапăçнă хыççăн аркатнă. Халăхăн пĕр ушкăнĕ Атăл тăрăх çӳлелле хăпарнă. Тепри ― пысăкраххи ― Урал тăвĕсем еннелле тарнă. Унта вара кăнтăр удмуртсем йĕркеленсе кайнă. Авалхи йĕрсем юрăсенче упранса юлнă. Музыка тĕпчевçисем шыраса тупни тĕрлĕ халăха туслашса пурăнма май парать. „Чăваш музыкипе эпĕ Яков Задоровран юрăсем çырса илнĕ чух кăсăкланса кайрăм, - тет Михаил Григорьевич. - 100 хайлав çыртăм унран. Чăваш чĕлхине пĕлмен пирки ним те ăнланмастăп, çавах та чунпа туятăп ― кĕввисенче темле пĕрлештерекен шăнăр пур. Тем пулсан та шыраса тупап тесе шутларăм ун чух», - аса илет Кондратьев. Паян ун ятне Раççейре те, чикĕ леш енче те музыка тĕпчевçисем лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем Кондратьев тупнă ĕç мелĕсемпе кăсăкланаççĕ. Хамăр республикăра та ун вĕренекенĕсем йышлă. Кондратьев хайĕн тĕпчев шкулне пуçтарчĕ. «Ăслă çынна курсан ун патне иртен- ирех çӳре тесе» ахаль каламан ĕлĕкхи çын.