Студентсем валли те, вĕренекенсем валли те вăхăт тупать

Педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Шупашкарти 12-мĕш шкулта математика вĕрентекен тата класс ертÿçи Татьяна Андреева республикăри „Çулталăк учителĕ-2018» конкурсра çĕнтернĕ. Халĕ Питĕр хулинче пулакан Раççей шайĕнчи ăмăртăва хатĕрленет.
 
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова
 
Математикăпа информатика учительне вĕреннĕ Татьяна Юрьевна алла диплом илсен тăван педагогика университетĕнчех юлнă. 10 çул студентсене вĕрентнĕ. Халĕ аслă шкулта ĕçленипе пĕрлех 2-мĕш çул тĕп хулари 12-мĕш шкулта ачасене пĕлÿ парать. Çак кĕске хушăра вăл хутшăннă конкурссен шучĕ те çук пулĕ. Çамрăк пулнине пăхмасăр ĕçтешĕсем ăна тĕслĕх вырăнне хураççĕ.

„Çулталăк учителĕ“ пулассишĕн тупăшакансем малтанах 120 пулнă. Татьяна Юрьевна тапхăртан-тапхăра куçса хăйĕн пултарулăхĕпе, ăс-тăнĕпе тĕлĕнтернĕ тÿресене. Ачасем те, студентсем те унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Çитес эрнере Питĕрте регионсенче мала тухнă 85 учитель пуçтарăнĕ. Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 3-мĕшчен унта Раççейри „Çулталăк учителĕ“ конкурсăн куçăмлă тапхăрĕ иртĕ.

Çетерÿçĕ ятне вара юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мускаври Кремль керменĕнче пулакан уявра пĕлтерĕç.