Строительсем „Шупашкар – Сăр“ çула палăртнинчен маларах юсаса пĕтернĕ

Чăваш Енре «Хăрушлăхсăр тата паха  çулсем» патшалăх программипе чи вăрăм лаптăка юсаса пĕтернĕ. Унăн тăршшĕ 23 çухрăм.  «Шупашкар – Сăр» аслă çулпа çÿрекенсем эрне ĕнтĕ ăна пахалаççĕ.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров 
 
Килĕшÿ тăрăх «Шупашкар - Сăр» çулăн çак лаптăкне юпа уйăхĕн 3-мĕшчен туса пĕтермелле. Чăннипе вара юсав пыни пирки пĕлтерекен паллăсене эрне каяллах илсе пăрахнă. «Дортех» пĕрлешÿ асфальта уйăх маларах йĕркене кĕртнĕ.

Рабочисем çу уйăхĕнче ĕçе пикеннĕ. 23 çухрăм лаптăка йĕркене кĕртме 140 ытла миллион тенкĕ уйăрнă. Çуррине – Чăваш Ен хыснинчен. «Шупашкар – Сăр» республика пĕлтерĕшлĕ çул шутланать. Вăл çичĕ муниципалитета çыхăнтарать: Шупашкар, Красноармейски, Элĕк, Вăрнар, Çĕмĕрле, Улатăр тата Пăрачкав районĕсене. Унсăр пуçне унпа Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене тата Мордва республикине каяççĕ е килеççĕ. Хăшпĕр автомобилист çак çулпа эрнере темиçе хутлать. Çавăнпа вĕсем рабочисен ĕçне тÿрех асăрханă.

Сăмах май, çул-йĕр тăвакансен ĕçне урăхла та хаклама пулать. Социаллă тытăмра «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем. Шупашкар» ушкăн пур. Унта кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне, çитменлĕхсем пирки пĕлтерме пултарать.  «Шупашкар – Сăр» çул пĕтĕмпе 194 çухрăм тăршшĕ. Пĕр программăпа кăна ăна йăлтах юсама пулмасть. Проекта Шупашкар агломерацине кĕрекен муниципалитетсене çеç явăçтарнă. Çапах та влаçсем ытти программăна хутшăнас тĕллевлĕ. Кăçал  пурĕ патшалăх программипе 148 çухрăм çул çĕнетмелле.

Траснпорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, проект витĕмĕ пур. Иртнĕ икĕ çулта çулсен пахалăхне 2 хут ÿстерме пултарнă, аварисен шучĕ те самай чакнă. Çав вăхăтрах  çĕнĕ çулсем çинче хăвăртлăха ÿстерме юратакансем йышланнă.