Ташă-юрă тата хаваслă ăмăртусем

Пирĕн телерадиокомпани, республикăн Сывлăх сыхлавĕн тата Информаци аталанăвĕн министерствисем йĕркелекен «Сывлăх хумĕ çинче» акцин черетлĕ тапхăрĕ Çĕрпу хулинче иртрĕ.

Леонид Петров, Владимир Синдеев, Игорь Ульянов

Ку хутĕнче мала тухассишĕн Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Красноармейски районĕсенчи тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тухтăрсен ушкăнĕсем тупăшрĕç. Ăмăртусем пуçланиччен пухăннисене Республикăри фитнес-аэробика федерацийĕнчи тата вырăнти «Степ бай степ» командăри спортсменсем хавхалантарчĕç, тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлаттарса кăмăлĕсене хăпартрĕç.

Çĕрпÿ - çак уява йышăнакан виççĕмĕш муниципалитет. Унччен хаваслă ăмăртусем Елчĕкпе Етĕрне тăрăхĕсенче иртнĕ.

Акцие парăннă итлекенсемпе тата куракансемпе çывăхрах пулас тесе йĕркелеççĕ. Пирĕн кăларăмсенчи тĕп геройсем шăпах республикăри пултаруллă та ĕçчен çынсем.

Ăмăрту 4 тапхăрпа иртрĕ. Тухтăрсем уйрăмшарăн та, ушкăнпа та тупăшрĕç: 1 кило таякан пĕчĕк миххе кам инçерех ывăтассинче, мечĕке витрене тĕл персе кĕртессинче тата ытти те.

Вырăнтан тăршшĕне чи вăйлă сикекен тĕп хулари пĕрремĕш больницăри травматолог Федор Григорьев пулчĕ. Чи тыткăнлакан ăмăрту вара - эстафета. Ушкăнсем кам хăвăртрах васкавлă медицина пулăшавĕ пама пултарнине кăтартрĕç.

Хĕрÿ тупăшура кил хуçисем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç, 2-мĕшсем – çĕнĕшупашкарсем. Чи пултаруллисем вара Шупашкарти тухтăрсем пулчĕç. Мала тухнисене пылак кученеçсем, дипломсем, цифра хумне тытакан телеприставкăсем парса хавхалантарчĕç. Çĕнтерÿçĕ команда çавăн пекех Шупашкарта пулакан финала хутшăнма ирĕк паракан ылтăн билета тивĕçрĕ. Куракансем вара республикăри паллă юрăçсен пултарулăхĕпе киленме пултарчĕç.