Красноармейскинче туристсене явăçтармалли этнопарк йĕркелеççĕ

Кĕлеткене те, чуна та сиплет, ватăлма памасть. Красноармейски районĕнчи Мефодьевсем сывлăха çирĕплетме пулăшакан кедр йывăçне Трак тăрăхĕнче кăна мар, республикипех анлă ӳстерме ĕмĕтленеççĕ. Çут çанталăк тусĕсем патĕнче хăнара пирĕн корреспондент Елена Дмитриева пулса курчĕ.

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров

Мефодьевсем кедрпа виçĕ çул каялла кăсăкланса кайнă. Вăл сывлăхшăн çав тери усăллине Светлана Матвеевна пĕрре мар илтнĕ. Ял çывăхĕнчи кедр ращи - мăшăрсен юратнă вырăнĕ. Кунта вĕсем тăванĕсемпе, юлташĕсемпе час-час уçăлса çÿреççĕ. Тавралăха илем кӳрес тесе Мефодьевсем çак йывăçа хăйсен пахчинче ĕрчетме пуçланă.

«Кедр тăрăхĕ - Трак Ен» проекта Мефодьевсем библиотекарьсемпе пĕрле хатĕрленĕ. Нумай ĕçе нимелле тунă.

Cут çанталăк тусĕсем Красноармейски салине Шупашкар енчен пырса кĕнĕ вырăна хăтлăлатма ĕмĕтленеççĕ. Кунта ĕлĕк ярмăрккасем ирттернĕ. Халĕ «Виçĕ хĕвел» этнопарк йĕркелеме палăртаççĕ. Кунта ял çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă пĕрремĕш фронтовиксене асăнса 18 кедр лартнă.

Ачасем уйрăмах çак чĕр чун кӳлеписене кăмăллаççĕ. Вĕсене Валерий Геннадьевич вăрманта тупнă тункатасенчен касса кăларать.

Мефодьевсем этнопарка кĕнĕ çĕрте  çемьепе çут çанталăка пĕрлештерекен  скульптура вырнаçтарасшăн. Эскизĕ хатĕр.  Ăна тума 150 пин тенкĕ кирлĕ. Кедр хунавĕпе вара Мефодьевсем кашни кăмăл тавакана тÿлевсĕрех тивĕçтерме хатĕр.

Мĕн палăртнине пурнăçа кĕртсен, Красноармейски район тата республика çыннисемшĕн кăна мар, ытти тăрăхри туристсемшĕн те илĕртÿллĕ пуласса шанаççĕ проекта пуçарса яракансем.