Миçе çултине пăхмасăр - старта

Чăваш Ен пĕтĕм çĕршывĕпе иртекен «Нацисен кросне» хутшăнчĕ. Кăçалхи юбилейлă чупăва  халиччен пулман йыш пуçтарăннă. Ăмăртăва республикăри сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан 70 ытла пин çын хутшăннă. Ку вăл, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 9 пин çын нумайрах.
 
Ирина Николаева, Иван Макеев
 
Сывă пурнăç йĕркине кăмаллакансем пĕтĕм Раççейĕпех шăп кăнтăрлă старта тухрĕç. Чăваш Енре тĕп ăмăрту Шупашкарти кӳлемĕшре иртрĕ. Ытти çултипе танлаштарсан, хальхинче «Нацисен кросне» хутшăкансем юсаса çĕнетнĕ Мускав çыранлăхĕпе  чупрĕç. Вĕсен йышĕнче: шкул ачисемпе студентсем, ветерансем, спортсменсем, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем, влаҫ органĕсенче ĕçлекенсем, обществăлла пĕрлешӳсенчи хастарсем. Шупашкарта пĕтĕмĕшле 17 пин çын старта тухрĕ. 

Çак ăмăрту Чăваш Енри мĕнпур хулапа  районта иртрĕ. «Нацисен кросне» республикăра 15-мĕш хут йĕркелерĕç. Ăмăртакансем валли тĕрлĕ дистанци хатĕрленĕ: вип-чупуран пуçласа 12 çухрăм парăнтаракансем таранах. Республикăри 5 пин ытла çын профессиллĕ шайра çăмăл атлетикăна кăмăллать. 480 пине яхăн çын спортпа туслă.  Ку - Чăваш Енре  пурăнакансен 42 проценчĕ. 

Муркашра старта тухиччен районта ГТО виçине тултарнисене чысларĕç. Пĕтĕмпе пин те 250 ытла çын кросс чупрĕç. Ял çыннисене сывă пурнăç йĕркине явăçтарма 10 шкулти спорт залĕсене тĕпрен юсанă, çулталăк вĕçлениччен теприне çĕнетмелле.

Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх, «Нацисен кросне» хутшăнакансенчен чи асли — 80 çулта, чи кĕçĕнни — çулталăкра пулнă.