«Чăвашкино» студире фильм ÿкереççĕ

Чăваш кино искусствине пуçарса яракан Иоаким Максимов-Кошкинский юбилейĕ тĕлне республикăра çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă киностудире пĕрремĕш фильм ӳкерме тытăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе Мускаври Екатерина Митёшина режиссер ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ пуçăннă.

Алексей Енейкин, Владимир Смирнов

Илемлĕ-документлă фильм «Хĕрлĕ тинĕсре» ятлă. Унăн сценарине Сергей Щербаков историк çырнă. Ĕç-пуç пĕр ĕмĕр каяллахи пурнăçа сăнлать. 1918-мĕш çул. Хусан хули. Чăваш автономине йĕркеличченхи йывăр тапхăр.

Автор хăйĕнчен ним те хушман. Пирĕн халăх шăпине татса панă чухнехи тавлашуллă, пĕр-пĕрне вĕлернĕ пулăмсене пĕтĕмпех истори докуменчĕсем тăрăх ӳкереççĕ. 45 минутлă фильм хатĕрлеме 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Ытларах пайне çĕршыв хыснинчен панă. Пултарулăх ĕçĕнче 100 ытла çын тăрăшать. Чылай сценăна чăваш артисчĕсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем мĕн калаçнине фильмра вырăсла титрсемпе çыраççĕ. Мускавран килнĕ кино ăстисем çак пĕлтерĕшлĕ картинăна 3 уйăхра туса пĕтерме палăртнă.

«Хĕрлĕ тинĕсре» фильма пĕтĕмпех Чăваш Енре ӳкереççĕ. Малтанах «Чăвашкино» студийĕн картишĕпе кунти çĕнĕ павильонра, унтан истори музейĕпе чăваш академи драма театрĕнче. Фильмăн тĕп ÿкерĕвĕ 5 куна пырĕ.