Пĕтĕм пурнăçне физкультурăпа спорт аталанăвне халалланă

Чăваш Енĕн физкультура тата спорт министрĕпе, çак тытăмăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Сергей Шелтуковпа ĕмĕрлĕхе сыв пуллашрĕç. Ăна юлашки çула ăсатма çынсем маунтинбайк центрне ирех пухăнма тытăнчĕç.

Вероника Павлова, Михаил Солин

Çак спорт комплексĕпе Сергей Сильвестровичăн нумай ĕçĕ çыхăннă. Маунтинбайк центрне хута ярассинче те министрăн тÿпи пысăк пулнă.
Пĕлтĕр вара кунта йывăр атлетикăпа Раççей чемпионатне ирттернĕ. Ăна Чăваш Енре пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Сергей Шелтуков хăйĕн тивĕçне пĕлсе, юратса тунă. Çынсене спорта тата сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе иртнĕ çулсенче Чăваш Ен тăтăшах Раççейре малтисен йышĕнче пулнă. Сергей Сильвестрович спортсменсене хăтĕрленмелли майсене лайăхлатассине те тимлĕх уйăрнă. Çитĕнÿсене кура ăна «Чăваш республикин физкультурипе спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята панă. Хăйĕн тăрăшулăхне тата хастарлăхне пула ял каччи вĕрентекенрен пуçласа министра çитме пултарнă.

Пухăннисем вăл пуçланă ĕçе малалла аталантарма сăмах пачĕç.

Сергей Шелтуков 47 çулта кăна пулнă. Унăн мăшăрĕпе ывăлĕ тăлăха юлнă. Министра юлашки çула ăсатма Правительствăра пĕрле ĕçлекенсем, тĕрлĕ ведомствăна ертсе пыракансем, депутатсем, спортсменсем, юлташĕсемпе тăванĕсем, ахаль çынсем пухăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сергей Сильвестрович пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни республикăшăн калама çук пысăк çухату, терĕ.

Пултаруллă ертÿçĕне юлашки çула пысăк чыспа ăсатрĕç. Унăн ырă ячĕ те халăхра нумай пурăнĕ. Çитес çул Сергей Шелтукова халалласа йывăр атлетика енĕпе турнир йĕркелеме палăртрĕç. Паян вара «Чебоксары-Арена» пăр керменĕнче ăна асăнса хоккей тупăшăвĕ иртĕ.