Лаптăкĕсем пысăках мар, тухăçĕ вара аван

Республикăри  3 районти хуçалăхсенче   хĕрсех хăмла татаççĕ.  Çĕрпÿ районĕнчи хăмлаçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе пирĕн корреспондент Леонид Петров паллашрĕ.    
 
Леонид Петров, Михаил Солин   

Уйра ирех трактор  кĕрлет. Типĕ çанталăкпа усă курса хăмла татакансем ретĕн-ретĕн вырнаçнă  курланкăсене  тирпейлесе пыраççĕ. Бригадăра   6 çын кăна, апла пулин те   икĕ эрнере 11 гектартан  çуррине  кăна хăварнă.

Республикăра хăмлана  3 районти хуçалăхсенче ÿстереççĕ.  Иккĕшĕ Етĕрнере, теприсем Вăрмар тата Çĕрпÿ тăрăхĕсенче.
 
Хăмла пуçтаракансем лăсса тирпейленĕ вăхăтра кăна касса пыраççĕ. Маларах юрамасть. Хăмла типсе хĕрелме тытăнать. Унпа пĕрлех унăн пахалăхĕ пĕтет. Лăсса çĕр çумĕнчен мар, пĕр метр хăварса касаççĕ. Ахальтен мар. Юлнă сĕткен тымара апатланса хĕл каçма вăй парать.

Уй-хиртен килекен тухăçа рабочисем комбайнпа уйăрса пыраççĕ. Шел пулин те, техника кивелнипе  час-час çĕмĕрĕлсе каять.  Çакă ĕçе тытса тăрать. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ  йĕтем çине çитнĕ чухне те машина чăхăмланăччĕ.  Кăçал çу пуçламăшĕ сивĕ, çурла уйăхĕ шăрăх тăни хăмлашăн усăллах мар, çавах та пĕр гектартан   13 -15 центнер таран тухни начар мар, теççĕ специалистсем. Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев хăмла станцийĕнче  кăçал 11 гектар çинчен 13 тонна типĕтнĕ хăмла  илессе шанаççĕ.

Çĕршыври сăра пĕçерекен заводсене çулталăкне 9 пин тоннăран кая мар  хăмла кирлĕ.  Чăваш Енре ăна 100-200 тонна  туса илеççĕ, ыттипе Мари республики  тата Алтай тăрăхĕ тивĕçтереççĕ.  Анчах вăл та  çителĕксĕр пулнăран хăмлан ытларах пайне чикĕ леш енчен кÿрсе килме тивет.