Республикăра ялсемпе хуласене тирпей-илем кĕртес ĕç малалла пырать

Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкра кăçал çак тĕллевпе харăсах 3 программăпа усă курнă: стадиона хăтлăлатнă, çул сарнă  тата клуб юсама пуçланă.  
 
Леонид Петров, Михаил Солин
 
2012-мĕш çулта хута янă «Урожай» стадиона кăçал çĕнĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ тата ача-пăча лаптăкĕ тунă.  Ял çыннисем халĕ футболла выляма кăна мар, çĕнĕ тренажерсемпе сывлăха çирĕплетме те пултараççĕ. Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртмелли программăпа тĕрлĕ хатĕр, чуччу вырнаçтарнă. Куракансем ларнă çĕрте тăрă тунă. Çакăн валли 1 миллион та 135 пин тенкĕ тăккаланă. Укçа–тенкĕн 5 процентне вырăнти икĕ пĕрлешÿ тата ял халăхĕ пухнă.

Çуртсем çумĕнчи лаптăксене тирпей-илем кĕртмелли программăпа вара Заводской урамĕнче çул  сарнă. Унăн тăршшĕ 300 метр, хакĕ 1 миллион ытла тенкĕ. Кунта нумай хваттерлĕ çуртсемпе пĕрлех социаллă объектсем вырнаçнă.  

Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле республикăри 56 культура учрежденине тĕпрен юсамалла.  Кăçал кăна 30  çурт çĕнелмелле. Çак программăна Чурачăкри клуб та кĕнĕ. 60 çул каялла тунăскере пĕрре те тĕплĕ юсаман. Ял администрацийĕ проект хатĕрлесе 7 миллион тенке тивĕçнĕ.

Культура çуртне икĕ тапхăрпа юсĕç.  Çитес çул клубăн стенисене сăрлама, алăксене улăштарма, пушар сигнализацийĕпе видеосăнав камерисем вырнаçтарма палăртнă.