Шупашкарта  «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн йăлана кĕнĕ эстафета иртрĕ

Ăна пуçарса янăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Спорт уявне Совет Союзĕн икĕ хут геройне  Андриян Николаев летчик-космонавта халалланă. Ăмăртура хальхинче камсем палăрнă? Кун пирки сюжетра.

Екатерина Фомина, Вячеслав Ильин, Семен Антонов

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем  «Олимпийски» стадионта пухăнчĕç. Старта шкул ачисемпе студентсем, профессионал спортсменсем, спорт ветеранĕсем, влаç органĕсенче тăрăшакансем тухрĕç. Пурĕ 14 ушкăнра ăмăртрĕç вĕсем. Паллă спортсменсем Валентина Егоровапа  Алина Иванова та хăй вăхăтĕнче «Советская Чувашия» хаçат ирттерекен эстафетăна хутшăннă.

Чупăва пин те 200 ытла çын хутшăнчĕ.  Ăмăртăва яланхиллех республикăри паллă, сумлă çынсем пуçларĕç. Ку ушкăна Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Вип-чупу хыççăн старта коррекци шкулĕсенче вĕренекенсем, унтан массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем тухрĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн телерадиокомпани ушкăнĕ те пулчĕ.  Хĕрÿ тупăшура Елена Дмитриева, Анна Давыдова, Владимир Егоров, Алексей Павлов финиша тăваттăмĕш çитрĕç. 

Тĕнче класлă спорт мастерĕ Сергей Иванов мăшăрĕпе пĕрле эстафетăна кашни çулах  хутшăнать. Хĕрĕсене те вĕсем спортпа туслаштарнă. Анжелика та, Даша та кăçал ылтăн çĕнсе илчĕç.
 
6 пин метрлă дистанцире Шупашкарти политехника университечĕн студенчĕсем пĕрремĕш  пулчĕç. Иртнĕ çул мала тухнă педагогика университечĕн çамрăкĕсем финиша вĕсенчен  10 çеккунт каярах çитрĕç. Çавăн пекех эстафетăра вулакана  спорт хыпарĕсемпе паллаштарса тăнă Александр Егоров журналиста асăнса ятарлă Кубок выляттарчĕç. Ăна Çĕмĕрлери район хаçатĕнче  ĕçлекенсем тивĕçрĕç.