Улшăнма пултаракан, витĕр курăнакан, черчен

Кантăкран кирек епле шухăша та сăнлама пулнине çирĕплетет Сергей Даренков ӳнерçĕ. Халĕ Питĕрте тĕпленнĕ маçтăр ĕçĕсен куравĕпе Шупашкарти ӳнер музейĕнче паллашма пулать.

Ирина Николаева, Наталья Егорова, Екатерина Янгалакова
 
Сергей Даренков художник  ĕçĕсем пĕртте ансат мар.  Вăл кĕленчерен  никам тума пултарайман япаласем калăплать. Кашни ĕçре - уйрăм аса илӳ, кăмăл-туйăм. Сăмахран, «Пуçламăш»  композицине Тăвай районĕнчи тăван килне халалланă.

Сергей Питĕрти Штиглиц ячĕллĕ  ӳнерпе промышленноç академине пĕтернĕ. Халĕ те аслă шкул  мастерскойĕсенче кĕленчене «парăнтарать». Çак курава вăл пĕлтĕр пурнăçран уйрăлнă ашшĕне - паллă чăваш ӳнерçине Иван Даренкова  халалланă.

Сергей Даренков тĕрлĕ енпе ĕçлет. Питĕрте ăна час-часах  культура объекчĕсене юсаса çĕнетме чĕнеççĕ. Вăл Музыка инструменчĕсен музейĕн фондĕнчи 17-мĕш ĕмĕрти кĕленче хут купăса, Шереметьев графăн килĕнчи Фонтан çуртне, Исаакиевски соборĕн витражне йĕркене кĕртме хутшăннă. Шыв айне пулнă ял-хуласене асăнса тунă арт-объект, кĕленче космосĕ, «Шыв çинче», «Пулă», «Çул» композицисем -  ӳнерçĕн пуян фантазийĕпе туллин килленме пулать. Калăпăр,  ку - чешир кушакĕн  йăл кулли. Ăнсăртран çухалма юратакан кушак хыççăн çапла  йăл кулă çеç тăрса юлнă. Художник мĕн сăнарланине ăнланни кирлех те мар. Кашниех çак илемре хăйне çывăххине курма пултарать.