Шупашкар районĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ

Чăваш Енре кăçал ял хуçалăхне  6 миллиард та 700 миллион  тенкĕлĕх  укçа-тенкĕ хывнă. Çакă 80 пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме май парĕ. Вăл шутра пĕтĕмпе 7 пин пуç выльăх вырнаçмалăх фермăсем хута ямалла. Шупашкар районĕнче пыракан ĕç-хĕлпе Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллашрĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

«Ольдеевский» агрофирмăра кăçал выльăх-чĕрлĕх шутне пысăклатас тĕллевлĕ. Çак ĕçре чикĕ леш енчи тата хамăр çĕршыври вăйлă аталаннă хуçалăхсен опычĕпе тата технологийĕпе усă курĕç. Проект хакĕ 225 миллион тенкĕ. Çĕнĕ витере 400 ытла ĕне вырнаçĕ. Вĕсем тĕкĕшесрен шалти картасене анлăрах тунă. Вентиляци тытăмне çĕнетнĕ. Чÿречесене çÿллĕрех вырнаçтарнипе те сывлăш лайăхрах куçать. Ку вăл анлă ĕçĕн пĕр пайĕ кăна. Ĕçе пĕтĕмпех механизацилеме тата автоматизацилеме палăртнă. Тислĕке хытă тата шĕвек пайсем çине уйăрĕç.
Мĕн палăртнине пĕтĕмпех туса пĕтерсен хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 770 пуçа çитĕ. Çулталăкне вара 3 пин çурă тонна сĕт суса илесшĕн.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăннă тепĕр проект «Чебомилк» пĕрлешÿре пурнăçланать. Кунта энергипе тухăçлă усă курмалли ферма хăпартаççĕ. Витери административлă пÿлĕмсене выльăх-чĕрлĕхрен тата сĕт сивĕтмĕшĕнчен пулакан ăшша ярĕç. «Атлашевский» кооператив ертÿçи Сергей Анчурин каланă тăрăх, çакнашкал технологи хальлĕхе республикăри пĕр хуçалăхра та çук. Республикăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕтĕмпе 42 проект пурнăçланать. Вĕсен хакĕ 1 миллиард та 200 миллион тенкĕ.