Уçăлса çÿреме те, сывлăха çирĕплетме те пулĕ

Хуласене хăтлăлатмалли федераци программипе республикăри ялсемпе поселоксенче те усă кураççĕ. Чăваш Ен  тĕп архитекторĕ ырланă пĕрремĕш проекта Шупашкар районĕнчи Тутаркассинче пурнăçа кĕртме пуçланă. Унта пурăнакансене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?  Ку ыйтупа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Наталия Егорова, Вадим Владимиров  
 
Тутаркассинче 4 пин ытла çын пурăнать. Вырăнти усламçăсемпе предприятисен ертÿçисен хастарлăхне пула ял тăрăхĕ патшалăх программине кĕнĕ. Унпа поселок варринчи пушă лаптăкра кану вырăнĕ йĕркелеме шут тытнă. Проекта республикăн тĕп архитекторĕ ырланă хыççăн, ăна тÿрех пурнăçа кĕртме тытăннă.

2 миллион тенкине вырăнти предпринимательсем пухнă.   Лаптăка хытхураран тасатса тÿрлетнĕ, брусчатка сарнă, саксем  вырнаçтарнă, йывăç-тĕм лартнă. Парк варринче кĕçех чăрăш ÿссе лармалла.  Тавралăха хальхи йышши лампăсем çутатса тăрĕç. Уявсем ирттерме сцена тăвĕç. Машинсем валли çывăхра парковка пăхса хунă.

Малашне çулăн тепĕр енчи лаптăкне илемлетме палăртнă. Унта чечексенчен чăваш паллине - йăх йывăçне сăнарлĕç.  Çак ĕçе çитес çулхи плана кĕртнĕ.

Тĕллевсен йышĕнче çавăн пекех хоккей курупки, футболла тата волейболла вылямалли лаптăксем, чупмалли, роликпе тата скейтбордпа ярăнмалли çулсем тăвасси. Пĕтĕмĕшле проекта 2020-мĕш çулта пурнăçа кĕртмелле.