Никама та тимлĕхсĕр хăвармĕç

Вăрнар районĕнчи Хапăсри урамсенче  çул сарса пĕтерĕç -и? Комсомольскинчи  кăнтăр-хĕвеланăç районне хăçан газ кĕртеççĕ?  Çакă тата ытти ыйтупа паян çынсене Республика Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев йышăнчĕ.  

Елена Дмитриева, Владимир Синдеев

Малтанах Республика ертӳçи Вăрнар районĕнчи Эдуард Михайловпа тĕл пулчĕ. Арçын Хапăсра пурăнакансен ячĕпе килнĕ. Унти  икĕ урамра çул çуккипе нушаланаççĕ. Уйрăмах йĕпе-сапара йывăр.

Комсомольскинчи Диляра Ялюкова кăнтăр- хĕвеланăç районĕнче газ çуккипе кăмăлсăр. Çынсем çуртсене кăмака хутса ăшăтаççĕ. „Кăвак çулăм“ пулманран ку тăрăха пурăнма куçакан та сахал. Хальлĕхе 23 çемье кăна çĕнĕ çуртсене куçнă, пĕтĕмпе вара 70 пÿрт. Ыттисем газ кĕртессе  чăтăмсăр кĕтеççĕ. Михаил Игнатьев кирлĕ документсене хатĕрлеме, экспертиза тума, çынсене  хăйсене хастар пулма  каларĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, çут çанталăк ырлăхне тепĕр çулталăкран çитермелле.

Нина Васильева «Соляное» микрорайонта пурăнать. Тĕп хулари ку кĕтес аталансах пырать, анчах транспортпа çыхăннă йывăрлăхсем пур. Хĕрарăм ĕçе кашни кун çуран 45 минут утать. Кунта çӳрекен маршруткăна кĕтсе илме май çук, терĕ вăл.  Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çывхарнипе  ачасене шкула леçесси те  хумхантарать çынсене.   Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ  вĕренекенсене турттарма автобус уйăрма ыйтаççĕ. Михаил Игнатьев транспорт ыйтăвне  çывăх вăхăтра татса парассине пĕлтерчĕ. Халĕ пассажирсене турттаракана суйлассипе конкурс пырать. Çавăн пекех ачасене çывăхри 4 шкула ăсатакан ятарлă автобус пулмалла.  „Çĕнĕ хулара“ 2020-мĕш çулта шкул туса пĕтерсен, „Соляное“ микрорайонти ачасем унта çÿреме тытăнĕç.

Республика Пуçлăхĕ пурĕ пилĕк çынна йышăнчĕ. Михаил Игнатьев пур ыйтăва министерствăсен ертӳçисемпе, хула-район пуçлăхĕсемпе сӳтсе явма шантарчĕ.