Хăмла пахчисене сăтăрçăсенчен сыхланă

Вăхăтра им-çамлани чир-чĕрпе сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран упраса хăварма пулăшнă. Сăмах хăмла пирки пырать. Пирĕн республикăра ăна 112 гектар çинче ÿстереççĕ.
 
Екатерина Фомина, Михаил Солин
 
Хăмла юнтармăш ÿсен-тăран мар пулин те, пысăк тухăç илес тесен ăна  лайăх пăхмалла, - теççĕ Раççей ял хуçалăх центрĕнчи специалистсем. Вĕсем пахчасене тĕрĕслесех тăраççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр хăмлана пероноспороз чирĕ шар кăтартнă. Вăл авăра та, çулçăсене те пĕтерет. Чире аталанма  сивĕ, çумăрлă çанталăк, сывлăш температури улшăнса тăни пулăшать. Çав вăхăтрах хăмлан ытти тăшман нумай. 

Кăçалхи çанталăк чир-чĕрпе сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăна аталанма паман. Хăмла пахчисене вăхăтра им-çамлани те витĕм кÿнĕ. Вăрмар районĕнчи „Агроресурсы“ пĕрлешÿ „симĕс ылтăна“ 28 гектар çинче туса илет. Тепĕр икĕ гектар çамрăк хунавсем.

Хуçалăх хăмла лаптăкĕсене ÿстерес тĕллевлĕ. Ăна тирпейлемелли техника пĕтĕмпех пур, вырнаçтарас тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук, теççĕ кунта. Пĕлтĕр республикăра 375 тонна хăмла туса илнĕ, вăтам тухăç гектартан 16 центнерпа танлашнă.