Йăлăмра «Ылтăн хăйăр» авторалли иртрĕ

Унта Чăваш Енри, Тутарстанри тата Мари республикинчи спортсменсем мала тухассишĕн çеç  мар, пĕрремĕш хут укçашăн тупăшрĕç. Парне фончĕ 300 пин тенкĕпе танлашрĕ.

Вероника Павлова, Семен Антонов
 
Çамрăк пулин те, вăл машин пирки веçех пĕлет. 10  çулти Семен уйрăмах хĕллехи ăмăртăва хутшăнма юратать. Ăна Куславкка районĕнче кашни  çул ирттереççĕ. Йăлăмри тупăшура арçын ача ларса пычĕ кăна пулин  те, çакăншăн та чунтан савăнчĕ. Ăна руль умĕнчи аслашшĕ хавхалантарчĕ.  Хальхинче вĕсем çĕнтереймерĕç, çапах та пĕрре те пăшăрханмарĕç.  

13-мĕш хут йĕркеленĕ «Ылтăн хăйăр» автораллине 30 ытла экипаж хутшăнчĕ. Виçĕ çул ăна ирттермен. Çак вăхăтра пысăк хăвăртлăха юратакансем тунсăхласа çитнĕ.
Кăçал ăмăртăва машинпа çеç мар, квадроциклпа ăмăртакансем те хутшăнчĕç. Юрий Михайлов сакăр çул каялла Чăваш Енре автокросс енĕпе тупăшусем йĕркелеме пуçланă. Çак спорта ывăлĕпе мăнукне те явăçтарнă. Хăйăрлă Йăлăма парăнтарма вăл Кÿкеçри юлташĕсемпе килнĕ.

Квадроциклпа чăрмавсене парăнтарма çăмăлрах пулин те, ăна тытса пыраканăн тимлĕхе çав-çавах çухатмалла мар. 27-мĕш экипаж валли çак ăмăрту нумайлăха асра юлĕ. Вăйлă пынă вăхăтра кĕтмен çĕртен машин çаврăнса ÿкрĕ. Телее, водитель аманман.

Ăмăртакансем валли кăсăклă трасса хатĕрленĕ. Унăн тăршшĕ 2 çухрăм ытла. Хăйăр тăрăх ахаль те çÿреме хĕн, кунта вара ытти йывăрлăха та парăнтарма тиврĕ.
Çĕнтерÿçĕсем пурте Чăваш Енрен пулчĕç. Автомобильсемпе хăйсен ушкăнĕсенче Евгений Степанов тата Владимир Михайлов мала тухрĕç. Квадроциклсемпе Александр Леонтьев, Юрий Грачев тата Александр Еремин çĕнтерчĕç.