Шупашкар 549 çул тултарнă ятпа пысăк уяв иртрĕ

Ир пуçласа мĕн çĕрлечченех хула çыннисемпе хăнисем канăва хаваслă ирттерме пултарчĕç. Уяв ирхи зарядкăран пуçланчĕ. Унтан Хĕрлĕ тÿремре „Аистенок“ фестивале хутшăнакансем хуçаланчĕç, кайран „Общественное признание“ премие тивĕçнисене чысларĕç.

Екатерина Фомина, Ирина Ромадова, Ольга Петрова, Игорь Ульянов, Виктор Степанов

Хула кунĕ ирхи зарядкăна тухасси  йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.  Кăçал вăл çиччĕмĕш хут иртрĕ. 2013-мĕш çулта вара Шупашкар Гиннес рекорчĕсен кĕнекине те кĕнĕ. Вăл çул зарядка тума 30 пине яхăн çын тухнă. Кăçал йыш пĕчĕкрех пулин те, кăмăл-туйăм яланхи пекех çĕкленÿллĕ те хаваслă пулчĕ. Хусканусене Олимпиада Иванова, Алексей Соловьев спортсменсем, баскетбол, футбол ушкăнĕсенче вылякансем кăтартрĕç.

Зарядка хыççăн Хĕрлĕ Тÿремре „Аистенок“ фестиваль иртрĕ. Унта 130 çемье хутшăнчĕ.  Ача кÿммисене мĕнле кăна илемлетмен пулĕ. Çар техники, мечĕк, йывăç евĕрлине тунă. Ытларахăшĕ юмахри ача кÿмми ăсталанă. Вĕсене сакăр номинацире хак пачĕç. Фестивале хутшăнакансене пĕрне те парнесĕр хăвармарĕç.

Хĕрлĕ Тÿрем пĕр самантлăха та пушанмарĕ. Кунтах „Общественное признание“ преми лауреачĕсене чысларĕç. Сцена çине 100-е яхăн çын хăпарчĕ. Ку хисепе хула пурнăçне хастар хутшăнакансем, ун аталанăвне пысăк тÿпе хывакансем тивĕçеççĕ. Кăçал статуэткăсене хрусталь чĕре евĕр тунă. Ырă кăмăлĕшĕн ăна Шупашкарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр илчĕ. Виçĕ çул каялла унта „Экспресс- асаннесем“ проект хута янă. Тивĕçлĕ канăва тухнисем пĕчĕк ачаллă çемьесене пулăшаççĕ.

Уявра йăла-йĕркене упраса пыракансене те палăртрĕç. Лауреатсен йышĕнче- Балтаевсен çемйи. Кил хуçи, Николай - тимĕрпе ĕçлет, Людмила мăшăрĕ наци тумне хатĕрлет. Хăйсем пĕлекен ăсталăха вĕсем ывăлĕсене те вĕрентнĕ. Çавăн пекех премие Педагогика университечĕн „Память“ шырав отрячĕ, спорт, ыр кăмăллах проекчĕсене пурнăçа кĕртекенсем тивĕçрĕç. Хула пурнăçĕ пирки çыракан журналистсене те чысларĕç. Хальхинче пĕрремĕш вырăна пирĕн ĕçтеш, Чăваш радио шеф-редакторĕ  Екатерина Степанова тухрĕ. Вăл ачасем валли харăсах виçĕ кăларăм хатĕрлесе пырать. Конкурсăн тĕп номинацинче вара кăçал çĕнтерÿçе палăртайман.  „Çулталăк çынни“ ята пĕр-пĕр паттăрлăх кăтартнă çынна параканччĕ. Калăпăр, инкеке лекнисене çăлнăшăн. Хальхинче Шупашкарта ун пеккисем пулман.