Чăваш Енре «Спорт без границ» проект хастарĕсем пулса курчĕç. Нумайăшĕ вĕсенчен суккăр пулин те, велосипедпа 6 пин ытла çухрăм парăнтарма тĕллев лартнă. Спортсменсем Казахстанран Францие çул тытаççĕ. Вĕсемпе Вероника Павлова корреспондент тĕл пулчĕ.
Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова
Вĕсем таврари илемпе киленме пултараймаççĕ пулин те, ăна туллин туяççĕ. Куç чирĕпе аптракан çынсен ĕмĕтне пурнăçлама икĕ вырăнлă велосипед май парать. Урăхла ăна тандем теççĕ. Унăн хушма руль, ларкăч тата педальсем пур. Суккăрсене опытлă спортсменсем пулăшаççĕ. Проекта пуçарнă Бахтияр Базарбеков та япăх курать. Апла пулин те ик урапаллă тимĕр утне хăйех тытса пырать. Арçын вĕсен тĕслĕхĕ ытти сусăрсене хавхалантарасса шанать. Хастарсене Шупашкар районĕнче пĕр çемье кĕтсе илнĕ. Вĕсене спортсменсен вăй-хăвачĕ тĕлĕнтернĕ.
Çулçÿревçĕсен велосипедпа 6 пин çухрăм парăнтармалла. Маршрута 30 хулапа 6 çĕршыв урлă хывнă. Спортсменсем çак тĕллеве пурнăçа кĕртме çулталăк хатĕрленнĕ – кашни кун ирхи пилĕк сехетре тренировкăна тухнă. Малтан проектра 35 çын пулнă, халĕ чи çирĕпписем юлнă – 16-ăн.
Данияр Базарбеков çуралнăранпах куç курманнипе аптрать. Апла пулин те вăл хуçăлса ÿкмен. Федераци телеканалĕнче операторта ĕçленĕскер, Парижра чылай кăсăклă кадрсем тума ĕмĕтленет. Францие хастарсем аван уйăхĕн 18-мĕшĕнче çитме палăртаççĕ.