Республикăри кадет корпусне тума волонтерсем пулăшаççĕ

Пĕлтерĕшлĕ объектра - республикăри Кадет корпусĕнче ĕç мĕнле пынине эпир асăрхасах тăратпăр. Строительсем пĕлӳ çуртне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута ярас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсене пулăшма паян  волонтерсене – Шупашкарти строительствăпа  хула хуçалăх техникумне вĕренме кĕнисене явăçтарчĕç.

Ирина Николаева, Семен Антонов  

Комсомольски районĕнчи Алексей Корнилов строитель пулма ĕмĕтленет. Кадет корпусне тунă ĕçе хутшăнса пулас профессине алла илме хăнăхать. Пĕрле вĕренме кĕнисемпе те çывăхрах паллашма пулать, тет.

Тин çеç строителе вĕренме  кĕнĕ 300 çамрăк кунта ĕçлеме кăмăл тунă. Вĕсем 18 çул тултарманнине шута илсе, техникум администрацийĕ ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк илнĕ. Волонтерсене хăрушсăрлăх йĕркисене ăнлантарнă. Çапла майпа вĕсем 5 кун шкула тирпей-илем кĕртессипе вăй хурĕç.

Волонтерсем валли шкулти пӳлĕмсенче те ĕç çителĕклĕ. Кунта вĕсене рабочисем хыççăн ăпăр-тапăра пуçтарма шанса панă. 40 çул штукатур-малярта тăрăшакан Людмила Яковлева çамрăксемпе кăмăллă.  Студент чухнех ĕçе кӳлĕнни усăллă, тет вăл.

Кадет корпусĕ 4 пайран тăрать. 250 вырăнлă çывăрмалли уйрăм вĕренекенсене йышăнма хатĕрпе пĕрех. Тепринче -150 ача пурăнмалли блокра тата спорт уйрăмĕнче ĕç чылай. Вĕренӳ пайĕнчи хăш-пĕр класра сĕтел-пукан вырнаçтарма пуçланă.

75 миллион тенкĕлĕх хăтлăх кӳмелли паркра та ĕç вĕрет: унта халĕ плиткăсенчен тротуар сараççĕ. Шкула хута яма пулăшас текенсем кунта эрне вĕçлениччен татах пулĕç: пĕр кунхине - кадетсен ашшĕ-амăшĕ, тепринче - чиновниксем субботнике тухĕç.