Шыв шутлакан хатĕрсене камăн тата хăçан тĕрĕслемелле?

Республикăра пурăнакансен почта ещĕкĕсенче „Шывпа тивĕçтернине шутлакан хулари пĕрлехи служба“ текен пĕрлешÿн пĕлтерĕвĕсене курма пулать. Вĕсенче федераци саккунĕпе сăлтавласа хваттерти шутлав хатĕрĕсене тĕрĕслеттерме хистеççĕ. Çакă саккунлă-и тата ун пек пĕлтерĕве илсен мĕн тумалла? Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кăсăкланчĕ.

Леонид Петров, Ирина Ромадова, Михаил Солин

Ку листовкăсем пирĕн республикăра пурăнакансене кăна мар, ытти регионти çынсене те пăлхатнă. Çакна интернетра çĕкленĕ шăв-шав та çирĕплетет. Пур пĕлтерÿре те пĕр пек текст тата Соболев хушаматлă çын алă пуснă. Вĕсенче счетчиксене тĕрĕслеттермеллине, унсăррăн шывпа усă курнăшăн нормативпа тÿлеттерессине асăрхаттарнă.

Шыв шутлакан хатĕрсене, чăнах та, тĕрĕслеттермелле. Хăçанне - приборăн паспорчĕ çинче çырнă. Вĕри шыв счетчикне - 4, сивĕ шывăнне 6 çулта пĕрре специалистсене кăтартмалла. Пĕр хатĕре тĕрĕслеттерме Шупашкарта, вăтамран, 290 тенкĕ тăрать. Эпир ку пĕлтерÿри телефонпа та шăнкăравларăмăр. Унта пире тĕрĕслеме мар, çĕнĕ счетчик лартмалла тесе ĕнентерме пуçларĕç. Ку вара 2 пин те 900 тенке кайса ларать.

Тĕрĕслеве уйрăм предпринимательсемпе фирмăсем те ирттерме пултараççĕ. Ирĕк илнисен списокĕпе "Росаккредитаци" сайтĕнче паллашма пулать. Вĕсен йышĕнче çынсене пăлхатакан „Шывпа тивĕçтернине шутламалли хулари пĕрлехи служба“ çук! Çавăнпа вĕсен ячĕпе килнĕ хутпа пĕр иккĕленмесĕр урăх тĕллевпе усă курма пултаратăр.