Шупашкар уявĕнче никама та кичем пулмĕ

Çитес канмалли кунсем Шупашкарта асра юлмалла иртмелле. Ун чухне тĕп хулана никĕсленĕренпе 549 çул çитнине паллă тăватпăр. Уяв программинче 100 ытла ĕç-пуç. Шăматкун хула çыннисене ытларах спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма е курма сĕнеççĕ пулсан, вырсарникун - пултарулăх ĕçне кӳлĕнме йыхравлаççĕ.

Ирина Николаева, Ольга Петрова, Оксана Замятина

Çурла уйăхĕн 18-мĕшне Мускав çыранлăхĕнче ирттерме кăмăллă пулĕ. 10 сехетре унта харăсах 2 пысăк ăмăрту пуçланать: парăслă регата тата акватлон енĕпе Раççей чемпионачĕ. Сăмах май, акватлонра ишсе тата чупса тупăшаççĕ. Ку ăмăртăва пĕлтĕр 1-мĕш хут ирттернĕ чух çĕршыври 12 регионтан атлетсем вăй виçме пуçтарăннă. Шăматкунах 10 сехтере Атăл леш енчи Октябрьски поселокĕнче «Ылтăн хăйăр» автораллине тепĕр хут пуçарса ярĕç. Шăп кăнтăрла унтах вăрман касакансен республикăри конкурсĕ пуçланать. Каçхи 5 сехетре Хĕрлĕ тӳремре кросс-фит енĕпе ăмăрту пулать, хыççăн ― «Чемпионсен кубокĕ». Унсăр пуçне шăматкун тĕпрен çĕнелнĕ «Спартак» стадиона савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Шупашкарсем тинех тĕнче шайĕнчи футбол уйне хаклама пултарĕç. 17 сехетре унта хулари чемпионат пуçланать. Уявăн 1-мĕш кунĕ каçхи велочупупа вĕçленет.

Шăматкунпа вырсарникун Шупашкарти историллĕ вырăнсемпе паллаштаракан тӳлевсĕр экскурсисене йыхравлаççĕ. Гидсем 12 тата 15 сехетре Константин Иванов палăкĕ тата Таганаит чулĕ патĕнчен çула тухма хатĕр. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чапаев ячĕллĕ скверта та хăна-вĕрле кĕтеççĕ ― унта мухтавлă дивизи командирне халалланă «Чапай чей ĕçме чĕнет» проект пурнăçланать. «Амазони» паркра кăнтрăла иртнĕ 2 сехетре хĕрлĕ çӳçлисен фестивалĕ пуçланать.

Вырсарникун Хĕрлĕ тӳремре пулакан зарядкăра Шупашкарти çĕнĕ футбол ушкăнĕпе - «Спартакпа» паллаштарĕç. Кăнтăрла Хĕрлĕ тӳремре 4 сехет ачасем хуçаланĕç. Кунтах «Трансформеры» фильмри сăнарăн 10 метрлă кӳлепине вырнаçтармалла. Тĕп сцена çинче çемье пултарулăхĕн «Аистенок» фестивалĕ 10-мĕш хут иртет. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен 150 заявка йышăннă. Пĕтĕмĕшле Хĕрлĕ тӳремре ача-пăча валли 17 лапам пулĕ. Каçкулĕм хулан тĕп урамĕсенче - «Мир Луксор» кинотеатртан пуçласа Ехрем купса бульварĕ таранччен тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕпе паллашма май пур. 21 сехетре Хĕрлĕ тӳремре Раççейри паллă юрăçăн тата композиторăн Игорь Николаевăн концерчĕ пуçланать. Йăлана кĕне йĕркепе, уяв каçĕ фейерверкпа вĕçленет. Хула администрацийĕ обществăлла транспорт çурçĕрчченех çӳрессе шантарать.