Республикăри кадет корпусĕнче ир пуçласа каçчен ĕç вĕрет

Вĕренӳ çулне республикăри 400 кадет çĕнĕ çуртра кĕтсе илĕ. Халĕ вĕсем ятарлă конкурс тухнă хыççăн чăтăмсăррăн авăн уйăхĕн 1-мĕшне кĕтеççĕ.

Елена Дмитриева, Светлана Позднякова

Елизавета Порфирьева 5-мĕш класрах пĕр иккĕленмесĕр Муркашри кадетсен ретне тăнă. Хастар хĕрача – республика тата Раççей шайĕнчи конкурссене пĕрре мар хутшăннă. Шупашкарта кадетсен корпусне тăвассине пĕлсен, унта вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Хĕрачана ашшĕпе амăшĕ те хавхалантарсах тăраççĕ. Пулас чаплă çуртра Елизаветан амăшĕ пулса курчĕ. Вăл курнипе кăмăллă юлчĕ.

Çĕнĕ çуртра вĕренӳ уйрăмĕ, столовăй, библиотека, спорт тата акт залĕсем пулĕç. Çавăн пекех сасă çырмалли студи тата хореографи пӳлĕмĕ йĕркелĕç. Уйрăмах спорт лаптăкне, кадетсен плацне пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Республикăри кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова каланă тăрăх, кунта çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисене пур енлĕн аталантарма майсем çителĕклĕ. Строительствăна вара авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç мĕнле пынине хăй асăрхаса тăрать. Вăл строительсене çак эрнере уйрăмах тăрăшуллă пулма хистерĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртме волонтерсем пулăшĕç. Шăматкун вара кунта субботник иртĕ. Унта ашшĕ-амăшне, çавăн пекех кашни кăмăл тăвакана кĕтеççĕ.