Елчĕкре парк тăваççĕ


Хулари пурăнмалли майсене лайăхлатмалли программа ялсене те илемленме пулăшать. Елчĕкре тĕп стадион пулнă вырăнта хăтлă кану паркĕ тăваççĕ. Нумай пулмасть, унта строительсем ĕçе пикеннĕ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Шкул çумĕнчи стадионта тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме май пулмалла, теççĕ елчĕксем. Çавăнпа та ял варринчи тĕп лапампа юнашар çĕнĕ кану вырăнĕ тума йышăннă. Халĕ кунта строительсем тротуар сараççĕ. Çитес вăхăтра уявсем ирттермелли сценăна çĕнетме тытăнĕç. Çавăн пекех кану паркĕн картипе хапхине,  ача-пăча вылямалли лаптăк сийне улăштармалла, саксем, спорт хатĕрĕсем вырнаçтармалла. Палăртнă ĕçсене çитес çулсенче туса пĕтермелле. Укçан ытларах пайне федераци хыснинчен уйăраççĕ.