Пыл туса илес тесен вĕлле хурчĕсене чунтан юратмалла

Паян - пыл сăпасĕ. Çак кун кĕрхисене вырма тухнă. Ку йĕркене халĕ пăхăнмасан та, çĕнĕ пыл кашниех тутанса пăхма тăрăшать. Пылак çимĕç кăçал мĕнле пулнă тата утарçăсене мĕн шухăшлаттарать? Кун пирки Алексей Енейкин сюжетĕнче.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова

Шупашкар районĕнчи Валерий Капитонов утарçă 42 çул пыл хурчĕ ĕрчетет. Атайкасси çывăхĕнче вăл гектар çурă çĕр тара илнĕ. Унти 2 утартан кăçал тонна çурă пыл уçланă. Пĕр çемьерен 50 кило çимĕç илтĕм, тет хурт-хăмăр ăсти. Пиншерĕн сĕрлекен юлташĕсемпе вăл тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Вĕсене сăмахпах лăплантарма пултарать.

Пыл хурчĕ ĕрчетме йывăр мар, тет Валерий Иванович. Чи кирли ― çирĕп йĕркесене пăхăнса пĕр йăнăшсăр ĕçлемелле тата хуртсене чунтан юратмалла.

Пыл пухакан хурт çулла пĕр уйăх кăна пурăнать. Çавăнпа та çăвăр ама кашни кунах икĕ пине яхăн çăмарта тăвать. Вĕсенчен çĕнĕ хуртсем тухаççĕ. Пĕр вĕллере вĕсен йышĕ 70 пине çитет.

Валерий Капитонов хăйĕн ăсталăхне чылай çынна вĕрентнĕ.  Ытларах тупăш илес тĕллевпе ытти утарçăсемпе ăмăртса ĕçленине ырламасть вăл. Вĕлле хурчĕсене сыхласа хăварасчĕ, тет. Çак ыйту халĕ пирĕн çĕршывра та çивĕч. Ытларах чух пыл хурчĕсене сăвăссем тĕп тăваççĕ.
Чылай çĕршыври утарçăсене пăшăрхантаракан ыйтăва çитес вăхăтра Мускавра халăхсем хушшинчи конгресра сӳтсе явма палăртнă. Унта Чăваш Енри специалистсем те хутшăнĕç.