Шупашкарти „Юбилейный“ юлташлăхра иккĕмĕш çул ертÿçĕ суйлаймаççĕ

Икĕ ен пĕр пĕринпе калаçса татăлайманнипе тĕп хулари  сат ĕрчетекенсен «Юбилейный» юлташлăхĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ.   Пăтăрмахра, яланхи пекех, ахаль çынсем нуша кураççĕ. Пахчаçăсен мĕншĕн килĕшÿ çук? Леонид Петров корреспондент каласа кăтартать.

Леонид Петров, Игорь Ульянов

Ку - сат-пахчаçăсен пĕрремĕш пухăвĕ мар. Икĕ ушкăна пайланнăскерсем иртнĕ çултанпа пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Пĕлтĕр ака уйăхĕнче вĕсем правлени, ревизи комиссийĕн пайташĕсене тата председателе  суйланă. Анчах та темиçе çын пуху тивĕçлĕ пулман тесе сута панă. Саккун хуралçисем вĕсемпе килĕшнĕ. Кăçал çуркунне ертÿçĕне тепĕр хут суйланă. Ытларахăшĕ Владислав Васильевшăн майлă пулнă. Анчах документсене регистрациленĕ вăхăтра пахчаçăсенчен хăшĕ пĕри каллех хирĕçленĕ.

Владислав  Васильев 2015 - 2017-мĕш çулсенче председатель пулнă. Çав вăхăтра вăл «Юбилейный» юлташлăхăн кадастр  планне тума тытăннă. Çакăн валли укçа та пухнă, анчах та хăшĕ-пĕри килĕшмен. Васильев майлисем халĕ юлташлăх панкрута тухасран, лаптăка строительсем ярса илесрен шикленеççĕ.

Правлени тилхепине вăхăтлăх тытса пыракансем вара юлташлăх панкрута тухассине пустуй сăмах теççĕ. Пĕрлешÿ шывшăн, электричествăшăн тата ытти çăмăллăхшăн вăхăтра тÿлет. Унсăр пуçне сат хулари сыхлакан çĕр лаптăкĕ çинче вырнаçнă. Çавăнпа кунта нимĕнле капмар çурт та лартма юрамасть, теççĕ. Темле пулсан та юлташлăхăн çирĕплетнĕ ертÿçĕ пулмаллах. Черетлĕ сасăлав мĕнпе вĕçленни çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă пулĕ.