Республикăра васкавлă медицина пулăшăвĕн аслă çул çинчи 2-мĕш пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ

Ăна Муркаш районĕнчи Нискассинчи врач уйрăмĕнче никĕсленĕ.  Çапла майпа медиксем авари йышлă пулакан вырăнта çынсене ытларах çăлса хăварасса шанаççĕ.
 
Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Виктор Степанов

Мă-7 аслă çултан çĕнĕ пункта машинăпа 2 минутран çитме пулать. Медиксен бригади авари пулнă вырăна пулăшу кӳме васкать. Аманнисене - суранĕсен йывăрлăхне кура -  е район больницине, е тĕп хулари сиплев учрежденине илсе çитереççĕ.  

Тĕпчевсем тăрăх, аварире шар курнисене малтанхи 9 минутра пулăшсан, аманнисенчен 90 процентне çăлса хăварма пулать. Анчах чылай чухне инкеке лекнисем хытă ыратнипе пурнăçран уйрăлса каяççĕ. Çавăнпа медицинăра «ылтăн сехет» текен ăнлав пур. Шăпах çав вăхăтра çынна пулăшу кӳмелле.

Врачпа фельдшер талăкĕпех ĕçлеççĕ. Бригадăна 2 машин уйăрса панă. Пĕри - хальхи йышши реанимобиль, тепри — медицина техникипе тивĕçтернисĕр пуçне, япăх çулпа та çӳреме  пултарать. Телее, аварисем кашни кун тенĕ пек мар, çавăнпа тухтăрсем çывăх ялсенче пурăнакансене те пулăшаççĕ.
Муркаш районĕнчи çул çинчи медицина пунктĕнче Етĕрнери тухтăрсем ĕçлеççĕ. Васкавлă пулăшу станцийĕсене пĕрлештернин тĕп сăлтавĕ — шар курнисене, вĕсем ăçта пулнине пăхмасăр, кĕске вăхăтра больницăна илсе çитересси.

Иртнĕ уйăхра Куславкка районĕнчи Энтри-Пасарта республикăри çакнашкал 1-мĕш пункт ĕçлеме пуçланă. Унти медиксем Хусан енне каякан аслă çула пăхса тăраççĕ.  Халĕ Чулхула енне те çул тытакансене те пулăшу кӳрес ĕçе йĕркеленĕ. Çапла майпа тухтăрсем аварире пурнăçран уйрăлнисен шучĕ чакасса шанаççĕ.