Патăрьелĕнче федераци программипе хунарсем лартаççĕ

Нурăс – Патăрьел - Елчĕк автоçул хĕррипе çутă хатĕрĕсем вырнаçтарасси малалла пырать. Проектпа килĕшӳллĕн, Патăрьелĕнче ĕçе  çак  уйăхра вĕçлемелле.

Ирина Николаева, Ольга Петрова, Вадим Владимиров
 
Район центрĕпе иртекен аслă çулпа 139 хунар юпи вырнаçтарма палăртнă. Çапла майпа каçсерен 5 çухрăм çуталĕ, унсăр пуçне 1-мĕш шкул тата чарăну çывăхĕнчи каçăсене те çĕнетмелле. Халĕ çĕр ĕçĕ пырать: строительсем кабель хураççĕ, хунар тĕпĕсене çирĕплетеççĕ. Шупашкарти «ЭСТ» пĕрлешӳ ĕçе 19 миллион та 740 пин тенкĕпе тума килĕшнĕ. Ку вăл контрактăн малтанхи хакĕнчен миллион çура йӳнĕрех.

Пĕлтĕр кĕркунне районта 16 çухрăм çул хĕррипе 260 юпа вырнаçтарнă. Çакна тума федераци программи пулăшать.