Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра пурăнакансем пархатарлă ĕç тăваççĕ

2008-мĕш çултанпа кунта çĕнĕ чиркÿ çĕклеççĕ. Халĕ кĕлĕсем малтан лавкка пулнă пысăках мар чиркÿре иртеççĕ.  «Çутă шанăçпа пикеннĕ ĕçе тума ыттисем те хутшăнсан   аванччĕ», - теççĕ ялта пурăнакансем. Пуçаруллă çынсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ.
 
Алиса Александрова, Владимир Синдеев
 
Лавкка вырăнĕнче чиркĕве иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче уçнă. Унтанпа вăл самай кивелсе юхăннă: маччаран шыв каять, чиркÿ уявĕсенче çын нумай пуçтарăнсан сывлăш çитмест. Ирçе Çармăса турра ĕненекенсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, кÿршĕ регионсенчен те килеççĕ. Кунти чиркÿре Афонра ÿкернĕ Иверская Турă Амăшĕн турăшĕ упранать. Темле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ вăл, апла пулин те тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварнă ăна ку тăрăхра пурăнакансем. 2008-мĕш çулта Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава пил панипе Çветтуй Троица ячĕпе чиркÿ никĕсне хывнă. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе ĕç вăраха кайнă. Вăй çитернĕ таран малаллах ĕçлет халăх.

Сăваплă ĕçе таврари ялта пурăнакансем те хутшăнаççĕ. Аслисем те, ачасем те пулăшма çÿреççĕ. Кирпĕч йăтмалла е раствор хатĕрлемелле — кашни валлиех ĕç тупăнать. Хăш-чухне пулăшакансен  шучĕ 30-35 çынна та çитет. Ырă çанталăкпа усă курса юласшăн  халăх.