Çитĕнÿсем пур, ĕçлемелли вара тата нумай

Етĕрне районĕнче иртнĕ çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Сăр тăрăхĕнче пурăнакансен çитĕнĕвĕсемпе тата кăткăс ыйтăвĕсемпе Республика ертӳçи Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Етĕрне хулинче шыва кĕме ирĕк панă пĕртен-пĕр пляж ĕçлет. Хĕвел çинче хĕртĕнекенсем те, Сăр шывĕнче чӳхенекенсем те кунта яланах пур. Анчах кану вырăнĕнче пĕр тирпей те çук. Çак видеона эпир темиçе кун маларах ӳкернĕччĕ. Пляж çӳп-çап айне путнă тесен те йăнăш мар. Ун чухнех ку çитменлĕх пирки хаçатра та хыпар тухнă. Халĕ вара тавралăха кăштах тасатни куçкĕрет. Етĕрнесем Республика ертӳçи района килессе пĕлсе хатĕрленнĕ тейĕн. Хулара пурăнакансем вара пляжа илсе пыракан çул та йĕркерен тухнă теççĕ. Кунти шăтăк-путăка пылчăк çăрăласран чул тата кирпĕч ванчăкĕсемпе кăна сапланă.

Çулсене çĕнетме тата юсама етĕрнесене кăçал 90 ытла миллион тенкĕ уйăрнă. Ырă улшăнусем уйрăмах ял халăхне савăнтараççĕ. Район пурнăçĕпе кăсăкланнă май, Михаил Игнатьев малтанах хулари 3-мĕш шкулти лару-тăрупа паллашрĕ. 20 çул каялла хута янă пĕлӳ çурчĕ кăçал пин те 36 ачана йышăнма хатĕрленет. Юсав вĕçленнĕ. Унсăр пуçне шкул спорт хатĕрĕсемпе пуянланнă, столовăй валли çĕнĕ савăт-сапа туяннă.

Шкул сцени те кăçал çĕнĕ чаршавпа тата çутă хатĕрĕсемпе пуянланнă. Шăпах кунта районăн экономика аталанăвне тишкерчĕç. Кăтартусем япăх мар. Сăр тăрăхĕнче кăçал ĕç укçи 15 процент, çурт-йĕр тăвасси 64 процент таран ӳснĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнче ĕçлемелли нумай. Районта кайăк-кĕшĕк тата мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 10 процента яхăн чакнă. Бюджета та палăртнинчен сахалрах укçа кĕнĕ. Мĕнле пулсан та, ял хуçалăхĕпе социаллă тытăма аталантарма сахал мар инвестици хывнă.