Правительство çуртĕнче фермерсен тата ял хуçалăх кооперативĕсен ертÿçисен съезчĕ иртрĕ

Ăна ял хуçалăх министерстви пĕрремĕш хут йĕркелерĕ. Хресченĕн халĕ хĕрÿ тапхăр пулин те, канашлăва чылаййăн пухăнчĕç. Ку вăл пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашмалли, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явмалли лайăх лапам пулнине палăртрĕç вĕсем.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров

Çав вăхăтрах кунта патшалăх пулăшăвне илмелли майсем пирки те тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Фермерсемпе кооперативсен ертÿçисемпе Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тупăш илмелли майсем çителĕклĕ пулнине палăртрĕ. Патшалăх та çĕр ĕçченĕсене тĕрев кÿрет. 2012-мĕш çултанпа ĕçе пуçăнакан тата çемье фермисене грант параççĕ. Республикăра вĕсен йышĕ ÿссе пыни куçкĕрет. Çав вăхăтрах туса илекен продукцие вырнаçтарас тĕлĕшпе йывăрлăхсем пур, - теççĕ хуçалăхсен ертÿçисем. Сăмах май, 2016 – мĕш çултанпа потребительсен ял хуçалăх кооперативĕсем те грант илме пултараççĕ. Республикăра ăна 6 пĕрлешÿ тивĕçнĕ. Кăçал кăна вĕсене 149 миллион тенкĕ уйăрса панă.

Съезд ĕçĕ пирки тĕплĕнрех çурла уйăхĕн 17 - мĕшĕнче «Алран кайми» кăларăмра каласа кăтартăпăр. Эфира вăл 9 сехетре тухĕ.