Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем тыр-пул анисене тĕрĕслеççĕ

Чăваш Енре вырма хĕрсе пырать. Кĕрхисене пуçтарса кĕртнисем халĕ çурхи культурăсене тирпейлеме тухнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнчи специалистсен те çак вăхăтра ĕç нумай. Вĕсем тыр-пул анисене тĕрĕслеççĕ.

Екатерина Фомина, Михаил Солин

Раççей ял хуçалăх центрĕн агрономĕсем çурхи тулă анине пахалама тухнă. Вĕсем сиенлĕ хурт-кăпшанкă, çум курăк, чир-чĕр пуррипе çуккине тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Çапла майпа сорт тасалăхне палăртаççĕ. «Рассвет» хуçалăх çак ана çинчен вăрлăх илес тĕллевлĕ. Çавăнпа та специалистсене апробаци ирттерме ыйтнă. «Симбирцит» ятлă тулла кунта 130 гектар акнă. Элита вăрлăха Чĕмпĕр облаçĕнчен кÿрсе килнĕ.

Тулă анине агрономсем таса, вăрлăх тума юрăхлă терĕç. Хуçалăха çакна çирĕплетекен хут парĕç.

«Рассвет» хуçалăхра апробацие вырăнтах, ана çинчех, ирттерчĕç. Тепĕр мел те пур. Тырра кĕлте туса тĕпчесси. Ун пек чухне хиртен пин те 500 пучахран кая мар пуçтармалла. Унтан вĕсене аталаннине кура уйăрса тухĕç. Çакнашкал майпа вăрлăх туса илекен хуçалăхсенче ытларах усă кураççĕ. Тырă сорчĕн тасалăхне тĕрĕслеттерни вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ятарлă документ илмесĕр вăрлăх сутма ирĕк çук.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнче ĕçлекенсем паянхи кун тĕлне республикăри 67 пин гектар ял хуçалăх культурисене тĕрĕсленĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх вĕсен пахалăхĕ лайăх. Анасем çинче сиен кÿрекен çум курăк, хурт-кăпшанкă асăрхаман.