Чăваш Енре пĕрремĕш хут «Шупашкар – Атăл çинчи хула» ятлă çĕршыв шайĕнчи пленэр иртет

Раççейри чи паллă ӳнерçĕсене çак кунсенче кӳлемĕш таврашĕнче курма пулать.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Çĕршывĕпех палăрнă 19 ӳнерçĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине тĕрлĕ енчен ӳкереççĕ. 11-ĕшĕ урăх регионтан çитнĕ. Сăрă ăстисем ирхи 6 сехетрех кӳлемĕш патĕнче пуçтарăнаççĕ. Унтан кашни хăйне килĕшекен композици суйласа илет те ĕçе пикенет. Хăшĕ-пĕри кун каçа темиçе картина ÿкерме ĕлкĕрет. Кӳлемĕш çывăхĕнче кирек ăçта вырнаçсан та хула тĕлĕнмелле илемлĕ курăнать, теççĕ художниксем. Йĕри-тавра чиркӳ-мăнастир, авалхи архитектурăллă çуртсем. Çакă тыткăнлать те вĕсене. Хусантан килнĕ Мударис Мингазов çак 3 кунта чăвашла калаçма та вĕреннĕ. Ятлă-сумлă ăстасен пултарулăхĕпе паллашас тĕллевпе пленэра Шупашкарти ӳнер шкулĕсенче вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Ӳнер ăсталăхне ăша хывакансене йĕпе - сапа та та шиклентермест. Фестивале ятарласа хула кунĕ умĕн ирттерме шутланă. Ӳнерçĕсем кунта тунă чи лайăх ĕçĕсене Шупашкара парнелесе хăвараççĕ. Килес çул вара – хула 550 çул тултарнă тĕле кунтах халăхсен хушшинчи пленэр йĕркелеме палăртаççĕ. Ӳнерçĕсен чи илемлĕ картинисемпе ятарлă куравра паллашма май пулĕ.