Чрезвычайлă лару-тăру министерствинче ĕçлекенсем çынсене хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтереççĕ

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 550 ытла пушар пулнă. Вут-çулăм 41 çын пурнăçне татнă, 66 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Инкек пуласран сыхланма пулать, теççĕ Чрезвычайлă лару-тăру министерствинче ĕçлекенсем. Паян вĕсем Шупашкарти уйрăм харпăрлăхри çуртсене тĕрĕслес тĕллевпе рейда тухрĕç.

Леонид Петров, Михаил Солин

Хальхинче тĕрĕслекенсем Шупашкарти кăнтăр хĕвеланăç районне тимлĕх уйăрчĕç. Кунта 26 урамра çынсен пин те 100 ытла харпăр хăй çурчĕ вырнаçнă. Инспекторсем унта пурăнакансене хăрушсăрлăх йĕркисем пирки каласа пачĕç. Мăрьене 3 уйăхра пĕр хут тасатмаллине ăрхаттарчĕç. Çакнашкал рейд çулталăкра иккĕ иртет.

Кил хуçисенчен чылайăшĕ хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнать. Çапах çитменлĕхсем те пулчĕç. Пĕр çуртра, акă, сывлăша уçăлтармалли хатĕр ĕçлемест. Юнашар вара газ кăмаки вырнаçнă. Сивĕ çанталăкра çурта хутса ăшăтма тытăнсан сĕрĕм тивес хăрушлăх пур. Специалистсем кил хуçине тытăма тасатма ыйтрĕç.

Тĕрĕслекенсене чылай кил-çуртра йышăнмарĕç. Вĕсем явап тыттарас шухăшпа мар, асăрхаттарас тĕллевпе çÿренине, шел пулин те, нумайăшĕ ăнланмасть. Инкек вара куçа курăнса килмест.