Йĕпреç районĕнчи Липовка поселокĕнче Раççей Геройĕ Леонид Костантинов ячĕпе çул сараççĕ

Вăл 2001-мĕш çулта пурнăçран уйрăлнă. Подполковник тытса пынă вертолёта чечен боевикĕсем пулемётран пенĕ. Йывăр аманнăскер Леонид Константинов машинăна çулăм айĕнчен илсе тухма, пассажирсене çăлса хăварма пултарнă, анчах хăй ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Паттăр ятне ял çыннисем асрах тытаççĕ. Ăна хисеплесе çулталăк вĕçĕнче Липовкăра çул уçма палăртнă.

Алиса Александрова, Владимир Синдеев

Поселокри шкулта мухтавлă ентешĕ ячĕпе музей уçнă. Унта Леонид Сергеевичăн пурнăçĕпе паллаштаракан япаласем, сăн ÿкерчĕксем упранаççĕ. Тÿрĕ чунлă, яланах пулăшма хатĕр вĕренекенне учительсем ырăпа çеç аса илеççĕ.

Шкул пĕтерсен Леонид Сызрань хулинчи лётчиксене хатĕрлекен училищине вĕренме кĕнĕ. Вăхăт иртнĕ май эскадрилья командирне çитнĕ. Ăна час-часах Афганистана, Чечняна, Таджикистана янă. Çурçĕр Кавказри командировка уншăн юлашки пулнă.

Липовкăри шкул, музей, Леонид Константинов пурăннă урам халĕ ун ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Федераци программипе килĕшÿллĕн икĕ çул каялла унта çул сарма йышăннă. Ăна 2017-мĕшĕнче хута ямалла пулнă. Анчах подрядчик ĕçе пуçăнма та шутламан. Кăçал çĕнĕрен конкурс ирттерсен тин лав вырăнтан тапраннă. Çул тăршшĕ - 2 çухрăм та 250 метр, хакĕ — 36 миллион тенкĕ ытла.

Липовкăра пурăнакансен савăнмалли сăлтавĕ тата пур. Раççей Геройĕ ячĕпе çĕнĕ çул уçнипе пĕрлех, кăçал кунта шкул юбилейне паллă тăвĕç.