Курск облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри ял спорчĕн çуллахи 12-мĕш вăййисем вĕçленчĕç

Унта 67 регионтан пухăннă 2500 спортсмен вăй виçрĕ. Чăваш Ен чысне 39 çын хӳтĕлерĕ.

Елена Дмитриева

Ял спорчĕн çуллахи ăмăртăвне Олимп вăййипе танлаштарма пулать. Унти пекех ăмăртăва уçнă ятпа çулăм çутрĕç, волонтерсем регионти ушкăнсен ялавĕсене йăтса утса тухрĕç. Атлетсем 18 тĕрлĕ ăмăртура вăй виçрĕç. Йăлана кĕнĕ спорт тĕсĕсемпе пĕрлех хастарсем хăвăрт тата тĕрĕс ĕне сăвассинче те тупăшрĕç. Кунта çарти пекех: конкурса хутшăнакансен 6 минутра ятарлă хатĕре пуçтарса сĕт сумалла. Хăнăхтарăва хăвăрт пурнăçланăшăн паллă хушса параççĕ. Механизаторсен те çавах. Галина Волкова 15 çул шкулта вĕрентет, кунта вара ― утă çулакан. Ăмăртăва вăл пĕрремĕш хут мар хутшăнать.

Ялти спорт вăййисене икĕ çулта пĕрре ирттереççĕ. Чăваш Ен ушкăнĕ кашнинчех пысăк çитĕнӳсем тăвать. Кăçал çамрăк спортсменсем уйрăмах палăрнă. Тăватă кун пынă ăмăртура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ 4 ылтăн, 3 кĕмĕл, тата 6 бронза медаль çĕнсе илнĕ.