Шупашкарта шкул ачисем валли çарпа спорт лагерĕ йĕркеленĕ

Шупашкарти шкулсенче вĕренекен 150 ача 10 кун уй-хирте пурăнса тĕл пеме, парашютпа сикме вĕренĕ. Тĕп хулара «Патриот» çарпа спорт лагерĕ уçăлчĕ. Ачасенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма тĕллев лартнă.

Алиса Александрова, Мария Никифорова, Михаил Солин

Кашни çулла Шупашкарти аэроклуб хăнасене йышăнать. 12 çултан пуçласа 17 çулчченхи çак ачасем — йывăрлăха лекнĕ çемьесенчен. Лагерьти вожатăйсем — вăхăтлăх службăри офицерсемпе сержантсем. Ачасем кунта 10 кун пурăнĕç. Чылайăшĕ çулсерен парашютпа сикессишĕн килет.

Анчах 800 метр çÿллĕшĕнчен сикме кашнинех ирĕк памаççĕ. Парашютистсен ретне 14 çула çитнĕ, çирĕп сывлăхлă, ятарласа хатĕрленнĕ ачасене çеç йышăнаççĕ. Харсăррисен ушкăнĕнче хĕр ачасем те пур. Ашшĕ-амăшĕ çакнашкал лагере ывăл –хĕрне хаваспах ярать.

Шупашкарти аэроклубра çарпа спорт лагерьне хула администрацийĕ 4-мĕш çул ирттерет. Хальхинче çакна валли бюджетран 2 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕрремĕш смена çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче вĕçленĕ. Иккĕмĕшĕ - 14-мĕшĕнче уçăлĕ. Вĕренÿ управленийĕ унта кайма кăмăллисенчен заявкăсем йышăнма пуçланă та ĕнтĕ.