Патăрьел районĕнче Ишлĕ Шетмĕпе Первомайскине çыхăнтаракан çула юсаççĕ

Çĕршыв шайĕнчи «Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Енри 5 çĕрте çĕнĕ çул сармалла тата юсав ĕçĕсем тумалла. Çак тĕллевпе республикăри 14 çухрăм çурă çула юрăха кĕртме тĕрлĕ бюджетран 356 миллион тенкĕ уйăрнă. Федераци программи пулăшнипе Патăрьел районĕнче Ишлĕ Шетмĕпе Первомайскине çыхăнтаракан çулăн 5 çухрăм лаптăкне юсаççĕ.

Ирина Николаева, Вадим Владимиров

Вăрман варринче вырнаçнă ялсенче пурăнакан 890 çыншăн тинех çул такăрланĕ. 30 çул каялла хăйăрпа цемент хутăшĕнчен тунă çула ку таранччен лаптăкăн-лаптăкăн çеç юсанă. Водительсене, уйрăмах кунсерен çынсене район центрне турттарса 9 рейс тăвакансене, питĕ кансĕр.

Юсав ĕçне 30 тĕрлĕ техника тата 15 çын хутшăнать. 1 çухрăм çула йĕркене кĕртме 200 пин тенкĕ ытларах каять. Çак лаптăка çĕнетме пĕтĕмпе 107 миллион уйăрнă. Ку укçапа, çул сийне улăштарнисĕр пуçне, чылай хушма ĕç тумалла. Сăмахран, шыв юхма 9 пăрăх вырнаçтармалла, çул хĕррисене çирĕплетмелле. Унсăр пуçне Ишлĕ Шетмĕ ялне кĕрекен çул сыпăкне тротуар сармалла, çутă хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле.

Çакăнтан район центрне çитме 30 çухрăма яхăн. Ку çул Ишлĕ Шетмĕпе Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсене çыхăнтарать. Юсама йышăниччен, вырăнти влаçсем çул пĕлтерĕшлине шута илнĕ. Çавна май кунта суту-илĕве аталантарма, шкул автобусĕн маршрутне уçма май пулĕ.

Ку таранччен çухрăм ытларах асфальт сарнă, 700 метр вĕтĕ чул хунă тата тепĕр çухрăм никĕс хывнă. Ĕçпе тивĕçтернĕ «Чувашупрдор» çул пахалăхне тĕрĕслесех тăрать — подряд организацине çул сийĕн хуланăшне проектпа шайлаштарма кирлине асăрхаттарнă. Çавах та чи çирĕп ыйтакансем - кунсерен çула тухакансем.

Çу уйăхĕнче пуçăннă юсава çулталăк вĕçĕнче пĕтермелле. 5 çухрăма юрăха кĕртсен, район администрацийĕ аякра вырнаçнă ялсенчен Патăрьелне çитме хăрушсăрлăх йĕркисене тивĕçтерекен çул тăвас тĕллевлĕ.