Ял спортсменĕсем Чăваш Ен чысне Курск облаçĕнче хÿтĕлĕç

Паян Чăваш Енри спортсменсен делегацийĕ ял спорчĕн çуллахи вăййисене хутшăнма тухса кайрĕ. Кăçал Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ Курск облаçĕнче иртет.

Елена Дмитриева, Виктор Степанов

Кăçал ял спорчĕн çуллахи вăййисене Раççейри 2500 спортсмен хутшăнать. Чаваш Ен чысне Шупашкар, Патăрьел, Вăрнар, Етĕрне, Комсомольски, Йĕпреç тата Муркаш районĕсен ушкăнĕсем хӳтĕлеççĕ - пĕтĕмпе 39 спортсмен. Вĕсем çĕртме уйăхĕнче Вăрнарта иртнĕ республикăри спорт вăййисен çĕнтерӳçисем. Патăрьел районĕнчи Елена Маркова çĕршыв шайĕнчи тупăшăва унччен те хутшăннă.

Атлетсем 4 кунта 18 тĕрлĕ ăмăртура вăй виçĕç. Çав шутра алă вăйне виçесси, баскетболла, волейболла вылясси, кире пуканĕ йăтасси тата ытти те. Патăрьел районĕнчи хĕрсен ушкăнĕ, сăмахран, пĕрремĕш хут лапталла вылĕ.

Çăмăл атлетика енĕпе ăмăртакансен йышĕнче - Екатерина Попова. Çамрăк спортсменшăн ку пĕрремĕш пысăк ăмăрту.

Спортсменсене çĕнтерÿпе таврăнма республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Эльвира Матрёнина ăнăçу сунчĕç.